[Национальное телевидение Чувашии] Хăнăхтару хваттерĕ пулăшать

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Йывăр чире пула ал-ура тытма пăрахсан пурнăç тĕллевĕ те çукчĕ. Паян вара пысăк ĕмĕтпе пурăнатĕп» - «Хăвна шан» пӳлĕме çӳрекенсенчен нумайăшĕ çапла калать. Кунта специалистсем пулăшнипе çынсем çĕнĕрен пурăнма вĕренеççĕ тесен те йăнăш мар. Сывалма, ал-урана ĕçлеттерме май паракан черетлĕ хваттер Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрта уçăлчĕ. Екатерина Фролова кашни кун Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центра çул такăрлатать. Ал-урана ĕçлеттерме хăнăхтаракан «Хăвна шан» хваттере кĕрсен унăн куçĕсем те ялкăшма пуçлаççĕ. Сăлтавсăр мар. Пуç миминче юн чупма пăрахнă пирки шалкăм çапсан вăл вырăн çинчен те тăрайман. Центрти специалистсем пулăшнипе вăл паян утса çӳрет. Екатерина Сильвестровнан чĕлхе-çăвар ĕçлетĕр тесе юрлама пуçланă. Алă вăйне ӳстерес тесе çыхать, çĕлет, терлет. Центра ятарлă хваттер уçăлнăшăн вăл питĕ савăнать. Кинеми паян кухньăра хăйне шанчăклă туять. Чейник-курка тытма та малтанхи пек шикленмест. Тинех савăт-сапа алăран тухса ӳкмест. ЕКАТЕРИНА ФРОЛОВА: «Çакăнта килсе эпе хотя бы чай вĕретсе хăналама ал-урасене вылятăр тесе шутларăм ĕнтĕ. Мана кунта килме питĕ килĕшет. Питĕ лайăх пирĕнпе калаçаççĕ, вĕрентеççĕ кунта мĕнле ĕçлемеллине» Кухня, çывăрмалли тата çăвăнмалли пӳлĕмсем - хваттерте пурĕ 5 уйрăм. Кашнинчех хăнахтарусем тутараççĕ. Çывармалли пӳлемре кравать ларать. Кунта аран çӳрекенсене вырăн çине выртма хăнăхтараççĕ, çывăрса тăрсан ăна тирпейлĕн пуçтарма вĕрентеççĕ. Юнашарах кĕпе-тумтир якатмалли хăма. Душ пӳлĕмĕнче те ал-ура тытманнисене çăвăнма вĕренмелли майсем пур. Паллах, пулăшу илме килнĕскерпе юнашар яланах специалист çӳрет. Вăл кирлĕ сĕнӳ парать, хăнăхтарусемпе паллаштарать. Ал-урана ĕçлеттерме хăнăхтаракан «Хăвна шан» хваттер кашни кун ирхине 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен ĕçлет. Республика кăларăм валли Алина Сусметова, Юрий Марков
Back to Top