Мускавра тнче шайнчи Продэкспо курав лет

Мускавра тěнче шайěнчи «Продэкспо» курав ĕçлет. Кăçалхипе вăл 29-мĕш хут иртет. Хăш-пĕр пĕрлешӳсем ятарласа çак форум валли çĕнĕлĕх хатĕрлеççĕ. Сăмах май, хальхинче те кураври апат-çимĕçĕн 14 проценчĕ çĕнни пулчĕ. Кăçалхи курава Бразилири, Сербири, Италири, Шри-Ланкăри тата нумай çĕршыври предприятисем хутшăнаççĕ. Чăваш Енрен хутшăнакан 9 пĕрлешӳ аш-какайран хатĕрленĕ апат, сĕт-çу, пылак çимĕç, шерпетпе эрех-сăра тата ыттине те сĕнет. Конкурссем, çавра сĕтелсем, семинарсем – курав пуян иртмелле.
Back to Top