ТАСА УЙРА - Снипет

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Ҫавӑнпа сире хамӑн ҫӗнӗ юрӑпа тӗплӗнрех паллаштарас терӗм. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗнче ҫуралчӗ. Яла кайнӑччӗ эпӗ Ҫимӗке. Тымарсем патне таврӑннӑ чухне Турӑ пирӗн куҫа уҫать пулмалла. Йывӑр хыпарсем илтсен ман ӑш кӑшт аптӑраса кайрӗ. Эпӗ нушта тӳссе пурӑнакан хампа пӗр ялти ҫынсене куртӑм, вӗсен хуйхи-суйхине туйрӑм. Хам та ҫав туйӑмсемпех пурӑннине ӑнлантӑм. Хулана таврӑнсан чирлесе кайрӑм. Йывӑр шухӑш яланах ӳтре палӑрать вӑл. Йывӑр чух чӑваш ҫынни тӳрех ваттисене асӑнать те Турра кӗлтӑвать. Манпа та ҫӳлти хӑватсем ҫыхӑнӑва тухрӗҫ ун чухне. Малтан сӑвви, унтан кӗвви пуҫӑма вырнаҫрӗҫ. Чирлӗ сасӑпа ӗнӗрлесех юлташа ярса патӑм эп пирвайхи варианта. Икӗ уйӑх хушшинче юрӑ мӗнле пулмаллине ӑнлантӑмӑр. Унра чӑвашӑн чи ырӑ енӗсем палӑрчӗҫ: ваттисене сума суни те, Турра хисеплени те. Эпир пурте тӗне кӗнӗ ӗнтӗ сирӗнпе. Анчах ваттисен йӑли пире йывӑр чух таса уя хӑвалать кӗлӗ вулама. Ваттисен йӑли пире пӗччен йывӑҫра хамӑрӑн йӑх-несӗл тымарӗсене курма хистет. Ҫакна йӑлтах ку юрӑра вырнаҫтарас терӗмӗр. Композици тишкерӗвӗ юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулӗ. Ку юрра эпӗ кунне пӗр хут итлетӗп. Вӑл ман чуна лӑпкӑлӑх кӳрет. Кашни унра хӑйӗн ыратӑвне курӗ пуль тетӗп. Кашни ҫын чунне вӑл тӑнӑҫлӑх парнелеме пултарать. Ҫавӑнпа та кӗлӗ вулама вӑхӑтӑр ҫитмест пулсан эсир ман чӗрере шӑранса тухнӑ юрра итлеме пултаратӑр. Снипет пирки. Ӑна еплерех тӑвасси пирки нумай шутларӑм эпӗ. Анчах шухӑшӑм таҫта та вӗҫрӗ. Манӑн пӗр юлташ пур, узбек каччи, Достон. Ӑна снипет ӳкересси пирки каларӑм. Юрра куҫарса патӑм, хам шухӑшсене каларӑм. Вӑл вара ҫакнашкал сюжетпа усӑ курма сӗнчӗ. Кӑкшӑмпа чӗрӗ шыв илтӗмӗр, чӑвашлӑха, аннене кӑтартакан паллӑсене пухрӑмӑр: пиҫиххисем (чӗрӗлӗх палли), мӑй ҫакки (хӗр-хӗрарӑм палли), ҫурӑм сӑрки (хӗрарӑм палли). Ҫӑкасем патне вара Иванов бульварне кайрӑмӑр. Ҫу кунӗсенче унта анне, хӗрарӑм ҫепӗҫлӗхӗ евӗр пыл шӑрши тӑрать вӗт. Ҫакнашкал ансат сюжет ҫуралчӗ. Хакне эсир кӑна пама пултаратӑр, тусӑмсем. Сирӗн шухӑшӑрсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп.
Back to Top