Пуласлăх хамăртан килет. Раҫҫейре те, регионсенче те кашни ҫула мӗне те пулин халалласси йӑлана кӗчӗ. Ҫитес ҫула мӗнпе çыхăнтармалла? Хулари çынсен шутне пĕлес тĕллевпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ ыйтăм ирттерчĕ. Кăçал Чăваш Енре телейлĕ ачалăх çулталăкĕ. 2024-мĕш çула мĕне халалласшăн,ытларах мĕн çине тимлĕх уйăрасшăн-ха Чăваш Енре пурăнакансем?
– Экологи çулталăкĕ пулсан питĕ лайăх тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен экологи лайăх пулсан сывлама, çӳреме лайăх. Сывлăха лайăх пулать. Пире те, ватă çынсене, лайăх пулать.
– Тепĕр çул, 2024-мĕш çул тăнăçлăх çулĕ пултăр. Никам та никампа та вăрçса, çапăçса ан пурăнччĕр.
– 2024 мĕш çул экологи çулĕ пултăр. Çутçанталăк таса пултăр. Йывăçăсем, чечекĕсем илемлĕ пулччăр. Выльăхсен те, çынсен те аван пултăр. Çанталăк аван пулсан вĕсен те пĕтĕмпех аван пулать.
– 2024-мĕш çул лайăх пултăр, тивĕçлĕ пултăр. Вăрçăсăр пултăр.
– Çемье çулĕ пултăр. Ачасем тата та нумай çуралччĕр. Вĕсем çакăнта парка килсен таса, питĕ илемлĕ, хитре вырăнта чупса, савăнса çӳремелле пултăр. Экологи таса, хитре, илемлĕ пултăр. Эпир уншăн питĕ кăмăллă, савăнатпăр. Пурнăç хевти – тавлашура, кĕрешӳре. 2024-мĕш çула мĕне халалланине пуласлăх кăтартĕ, ертӳлĕх республикăра пурăнакансен шухăшне те тĕпе хурĕ.
4 views
214
58
1 year ago 00:01:58 3
Чăваш Енре – Вадим Жук тата Марина Курчевская
1 year ago 00:03:25 2
«Атăл» батальона йĕркеленĕренпе пĕр çул çитрĕ
1 year ago 00:01:41 4
Пуласлăх - пирĕн алăра
1 year ago 00:02:08 1
Велоспорта юратакансем ăмăртрĕç
1 year ago 00:02:33 1
Хоккей коробки вырнаçтарĕç
2 years ago 00:01:26 1
Пуласлăха хамăрах йĕркелетпĕр
2 years ago 00:03:51 1
Археологсем Аслă Таяпа хулашне тĕпчеççĕ
2 years ago 00:06:17 7
Тĕрлĕ халăх çамрăкĕсем форумра пуçтарăнчĕç
2 years ago 00:06:01 1
«Ялта чи лайăххисем» 1500 çынна пухрĕ
2 years ago 00:01:47 1
Лайăх хатĕрленӳ
2 years ago 00:02:49 1
Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕн çĕнĕ кĕнекипе паллашрĕç