Чăваш Ен кулинарĕсене ҫĕршывра питĕ лайăх пĕлеççĕ. Чăвашсен шăрттан, хуплу е тата ытти апатне тĕнчипех юратса çиеççĕ. «Чăваш Ен техĕмĕсем» ятпа республикăра иртнĕ чăваш апат-çимĕçĕн фестивалĕнче çакна тепĕр хут курма май килчĕ. Тутлă та техемлĕ апат шăрши кунта мĕн каçченех сăмсана кăтăкларĕ. Таврана каç сĕмĕ çапичченех юрă янрарĕ.
Хитре касмалла, илемлетсе вырнаçтармалла. Фестиваль пуçланиччен Чăваш Республикин аш-какай картти майĕпен пухăнать. Апат-çимĕç хатĕрлекен ăстасем темĕн тума та пĕлеççĕ. Суханран чечек «çитĕнтересси», çĕр улмирен çĕрем кăмпи «ӳстересси» вĕсемшĕн ют мар. Чăваш Енри тăрăхсем пуян сĕтел хатĕрленĕ. Тухья, çĕршыв картти, кĕнеке, саппун, çăпата – пурте çимеллисем. Етĕрнери ăстасем пулăран çимĕç хатĕрленĕ. Йĕпреçсен вут кайăкĕ куçа илĕртет. Тĕкне мастикăран хатĕрленĕ. Торт пашалăвне пыл ярса пĕçернĕ.
АЛИНА ИЗМАЙЛОВА: «Кондитерсем пирĕн питĕ нумай ĕçлерĕç. Кондитересем мĕнле хитре тума пĕлнĕ япаласене, ал ăсти тума хитре япаласем илсе килтĕмĕр».
Уяв юрă-ташăпа та пуян. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пухăннисене саламласа наци фестивалĕ туристсене илĕртнине каларĕ. Авалхи рецептпа усă курса пĕçернĕ çимĕçе тутанма килеççĕ те вĕсем Чăваш Ене. «Наци пуянлăхĕн тĕп паллисенчен пĕри – тăван чĕлхе. Унпа пĕр шайрах чăваш апат-ҫимĕҫĕ те. Кашни халăхăн культури, йăли-йĕрки хăйне евĕр. Вĕсем халăх ӑс-пурлӑхӗн пуянлăхне, наци хăйне евĕрлĕхне питĕ лайăх сăнарласа параҫҫĕ», – терĕ Олег Алексеевич. Республикăри пин пĕрлешӳ паян наци апат-çимĕçне хатĕрлет. Саламсем хыççăн кашни ушкăн мĕнле çимĕç пĕçернине пахаларĕç. Пулăран, какайран, сĕтрен – темрен те хатĕрленĕ апата ăстасем. 18 райпо ятарлă курав хатĕрленĕ.
4 views
226
56
8 months ago 00:03:19 0
Чувашская песня для души!!!
10 months ago 00:03:14 2
Августа Уляндина и группа “Глянец“ - Я и есть Чувашия
10 months ago 00:03:45 0
Матушка-Земля на чувашском языке. Ҫӗр-Аннемӗр. Режиссер, видеограф - Константин Доброхотов.
11 months ago 00:01:24 3
Вместе мы сможем - Чувашия
11 months ago 00:16:11 0
Чӑвашгосамбль Чӑваш Ен Республики (Акатуй 2024 Июнӗн 15-Мӗшӗнче Мускав хулинче)
12 months ago 00:05:49 2
Алексей Московский — Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать (Акатуй 2024 Июнӗн 15-Мӗшӗнче Мускав хулинче)
1 year ago 00:11:26 0
Истинные Чуваши (Чӑн Чӑваш) в Этническом Болгаро-Чувашском Храме - “Туринке Керем“ /Киремет/
1 year ago 00:01:17 0
94-летняя чувашская бабушка спела плач невесты - специальная песня, которую она пела в день свадьбы
1 year ago 00:02:33 0
Чӑваш ЕН. Вырӑсларан Лариса Петрова куҫарнӑ. Автор Тая ЁЖ ( Татьяна Устинова) - Чувашия
1 year ago 00:52:36 7
СБОРНИК ЧУВАШСКИХ ПЕСЕН 2024 | #6
1 year ago 00:03:44 0
ХАВАС Ушкӑн - Пилеш кайӑксем | Чӑваш Караоке
1 year ago 00:03:29 0
ЧӐВАШ АЧИНЕ. Гимн Союза чувашской молодежи РБ. Сл. Ҫеҫпěл Мишшин. Муз. Ирины Саригель (Сухаревой)
1 year ago 00:13:51 1
Вести Чăваш Ен. Выпуск от
1 year ago 00:24:58 0
Мӑштавӑш ялӗнчи Уйӑп Мишши ячӗллӗ музей. Шупашкар районӗ. Чӑваш Ен. 2018 ҫул.
1 year ago 00:03:32 0
Ҫӗршыв Президенчӗн Указӗпе ятарлӑ ҫар операцинче пуҫ хунӑ Николай Петрова “Раҫҫей Геройӗ“ ят панӑ