Николай Казаков композитор 60 çулхи юбилейне паллă тăвать

Чăваш эстрадине пуçарса яраканĕ, чăвашла пĕрремĕш рок-опера лартаканĕ, вун-вун спектакль валли хайланă юрăсен авторĕ — Николай Казаков композитор чăваш наци музыкине аталантарас ĕçе калама çук пысăк тÿпе хывнă. Чăваш Республикин искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕн илемлĕх ерӳçи 60 çул тултарчĕ. Юбилей умĕн паллă композиторпа пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕл пулчĕ.
Back to Top