1920 çулта Шупашкар Чăваш автономи облаçĕн тĕп хули пулса тăнă. Çавăнтанпа унăн сăн-сăпачĕ те хăвăрт çĕнелме пуçланă. Хула архитектуринче пысăк пĕлтерĕшлĕ “Родина” кинотеатр, Канашсен çурчĕ тата Ехрем купса çурчĕсем паян та историпе архитектура палăкĕсем шутланаççĕ. Культура еткерлехĕне патшалăх хăй хÿттине илнĕ. Анчах вĕсене юхăнса каясран никамах та сыхламасть пулас. Лару-тарăва уçăмлатма Раççейри халăх фрончĕн хастарĕсемпе пĕрле эпир те çула тухрăмар.
2 views
1512
614
1 week ago 00:19:09 1
Открытие архивов Ватикана может стать настоящим «Судным днем».