🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
«Шăхасан-Нурăс» çул çинче çитес çултан каллех юсав ĕçĕсем пуçланмалла. Шупашкарти Граждански урамĕнче вара кăçал юпа уйăхĕнчен транспорт пĕр чăрмавсăр çӳремелле. Çулпа çыхăннă çивĕч ыйтусене паян влаçра тăрăшакансен ларăвĕнче хускатрĕç. Уçă аукцион иртнĕ хыççăн «Чувашупордор» пĕрлешӳ 2019-мĕш çулта çурла уйăхĕнче «Волгодорстройпа» «Нурăс-Шăхасан» çула йĕркене кĕртессипе килĕшӳ тăвать. Юсассипе яваплă организацин çав çулах 12 çухрăм та 400 метра яхăн çула «Хăрушсăр тата паха çулсем» наци проекчĕпе тĕпрен улăштармалла пулнă. Çакна валли 323 миллион тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Анчах. Кунта водительсем паян кун та пысăк хăвăртлăхпа çӳреймеççĕ. Сăлтавĕ – «Чăвашупордор» çак çула тăвассипе яваплă организаципе контракта пăрахăçланă. Çул тăвассипе яваплă пĕрлешӳ ĕçе паха тата технологие пăхăнса йĕркелеменнипе паян суд пырать. «Нурăс-Шăхасан» çул çине лексен паян водительсен тĕрлĕ чăрмав парăнтармалла. Асфальт сий урлă та, тăршшĕ те çурăлса кайни, унтах ешĕл курăк çитĕнме пуçлани, хумлă-хумлă вырăн нумаййи тата ытти хăрушсăр та паха çул маррине кăтартаççĕ те. Çавăнпах ĕнтĕ ку çул çинче 2023-24-мĕш çулсенче юсав ирттерме палăртаççĕ. Çитес çул 38 миллион тенкĕлех ĕçсем ирттермелле, 2024-мĕш çулта вара 80 миллион тенкĕлĕх юсав пулмалла. Тепĕр чăрмавлă çул – Шупашкарта. 2020-мĕш çулта раштав уйăхĕнче Граждански урамĕнче виçĕ çухрăма яхăн çула юсама тесе «Дорисс» пĕрлешӳпе килĕшӳ тăваççĕ. 980 миллион тенкĕ – çак хака кайса ларать такăр çул. Граждански урамĕн сылтăм пайĕ 80 процент хатĕр. Çулахайĕ вара – 50 процент çеç. Кунта пур ĕçе те çулталăк вĕçлениччен пĕтермелле. Çавна май ларăва хутшăннисем «Дорисс» пĕрлешĕве ĕç вăхăтне ирхине 7 сехетрен пуçласа каçхине 8 сехетчен тăсма сĕнчĕç. Çавăн пекех вăй хуракансен хисепне пысăклатни те вырăнлă пулнине каларĕç ертӳçĕсем. Иван Иванов, Алина Сусметова, Павел Иритков
1 view
1
2
1 week ago 00:00:49 1
[Национальное телевидение Чувашии] “Ночь музеев“
1 week ago 01:17:43 1
[Национальное телевидение Чувашии] Ырă кăмăлпа. Выпуск
1 week ago 00:17:07 1
[Национальное телевидение Чувашии] Республика на русском языке Вечерний выпуск
1 week ago 00:02:09 1
[Национальное телевидение Чувашии] Республика пуçлăхĕ çурт-йĕр ыйтăвне татса пама сĕнчĕ
1 week ago 00:01:47 1
[Национальное телевидение Чувашии] Оплатить проезд в общественном транспорте и школьное питание.
1 week ago 00:02:37 2
[Национальное телевидение Чувашии] В Чебоксарах определился победитель Кубка мира по женской вольной борьбе.
1 week ago 00:03:57 1
[Национальное телевидение Чувашии] В Казани завершает работу международный экономический форум «Россия — исламский мир»
1 week ago 00:04:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] «Пĕрле вĕрсен хапха та уçăлать...»
1 week ago 00:01:53 1
[Национальное телевидение Чувашии] Педагогика коледжĕнче - Пĕлÿ кунĕ
1 week ago 00:01:24 1
[Национальное телевидение Чувашии] Вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх ертӳлĕх