Хакл врентекенсем! Сире птм чунтан професси уяв ячпе саламлатп!

Хаклӑ вӗрентекенсем! Сире пӗтӗм чунтан професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп! «Вĕрентекен пур чухне вĕренсе юл», – тенӗ ваттисем. Чӑваш халӑх ӑс-пурлӑхӗн ҫӳпҫинчи ҫак каларӑш ҫын пурнӑҫӗнчи вӗренӳ тата вӗрентекен пӗлтерӗшне уҫӑмлӑн палӑртать. Сирӗнтен кашниех ачасене тӗнчене уҫма тата ӑнланма пулӑшать. Эсир ирттерекен кашни урок – вӗсен ҫутӑ малашлӑхӗ еннелле тунӑ черетлӗ утӑм, регион аталанӑвӗн никӗсӗ. Сирӗн вӗренекенӗрсем вӑхӑт иртнӗҫемӗн тӗнчене лайӑх еннелле улӑштаракан ҫынсем – ӑсчахсемпе политиксем, строительсемпе врачсем, музыкантсемпе педагогсем  – пулса тӑраҫҫӗ. Пирӗн республикӑра тӑхӑр пине яхӑн вӗрентекен тӑрӑшса ӗҫлет. Эсир вӑхӑт кӑларса тӑратакан ыйтусене ӑнӑҫлӑн татса паратӑр, ҫӗнӗ меслетсене ӗҫе кӗртетӗр, вӗренӗве кӑсӑклӑ та илӗртӳллӗ тӑватӑр. Хӑвӑрӑн сумлӑ тивӗҫӗре – пӗлӳ парассине, ырра вӗрентессине тата нихҫан улшӑнми хаклӑхсене ӑса хывтарассине – пысӑк чӑтӑмлӑхпа тата яваплӑхпа пурнӑҫлатӑр. Благодарю каждого педагога за труд и преданность делу. Ваша поддержка и забота о... Source: Олег Николаев | Чувашия
Back to Top