Çĕнĕ çул парни

Чăваш Енре пурăнакансем паттăрсене тĕрев параççĕ. Нумаях пулмасть, республикăран Луганск тăрăхне тата çар чаçĕсене гуманитари пулăшăвĕ ăсатнăччĕ. Çĕнĕ çул парни çĕршыв хӳтĕлевçисем патне çитрĕ. Салтаксем валли япаласем пуçтарма республикăри хĕрарăмсен канашĕ, «Пĕрле» фонд, регионти мăсăльмансен тĕн управленийĕ, Шупашкарти мăсăльмансен прихучĕ, инкексен медицина центрĕ тата Чăваш Енре пурăнакан ырă чунлă çынсем хутшăннă. Алексей Воскобойников волонтер пысăк пулăшупа тивĕçтернĕ. Алăксем тăвакан «Геона» фабрика хатĕрленĕ 20 тонна топливо брикечĕ, «Акконд» пĕрлешӳ парса янă шыв тытмалли 15 савăт та салтаксем патне çитрĕç. Çавăн пекех Туапсе, Хусан хулисенчи волонтерсе
Back to Top