УЙХПИ ЮМАХСЕМ|р с алтай халх юмах АУДИО

Пӗрре Тилӗпе Тӑрна тӗл пулнӑ. Тилӗ пуҫне пӗксе пӑхнӑ та: — Мӗскӗн Тӑрна, сан икӗ ура ҫеҫ иккен, — тенӗ кайӑка шеллесе. Тӑрна урисем ҫине пӑхнӑ: чӑнах та, унӑн икӗ ура ҫеҫ, Тиллӗн вара: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ — тӑватӑ ура! Тӗлӗннипе Тӑрна ҫӑварне карса пӑрахнӑ. — Ай! Ах, мӗскӗнскер, санӑн пӗр шӑл та ҫук-ҫке? Кур-ха, манӑн вӑтӑр ултӑ шӑл, ҫӗр ӑс, тӑватӑ ура, икӗ хӑлха тата питӗ чаплӑ хӳре пур! Куна илтсен Тӑрна кӳренмеллипех кӳреннӗ. Куляннипе мӑйне тата ытларах тӑснӑ та инҫетре Ҫынна курах кайнӑ. — Хисеплӗ Тилӗ, сунарҫӑ килет! — кӑшкӑрса янӑ Тӑрна. Тилӗ хӳрине хӑй ҫумне пӑчӑртанӑ та пурӑш йӑвине вӗлт кӗрсе тарнӑ. Тӑрна — ун хыҫҫӑн. Сунарҫӑ ҫакна курса юлнӑ, вӑл шӑтӑк патне пынӑ та ҫӗре алтма пикеннӗ. — Ах, Тилӗ тусӑм, — макӑрсах янӑ Тӑрна, — сунарҫӑ пирӗн шӑтӑка чакаласа кӗресшӗн. Санӑн тӑвӑтӑ ура, вӑтӑр ултӑ шӑл, ҫӗр ӑс. Мӗнле ҫӑлӑнмаллине шутла-ха... VK: Яндекс. Музыка: Apple Podcasts: уйӑхпи-юмахӗсем/id1646195964 Google Podcasts: Сбер Звук: Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисӗ Владимир Григорьев, Василий Иванов, Григорий Петров, Светлана Лукиянова артистсем. Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ. Пухса хатӗрлекенӗ: Ольга Федорова (Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018 ҫул). Автор ирӗк панипе кӑларнӑ. Плейлист: Ҫыхӑнмалли e-mail: cvlepesh@
Back to Top