Чăваш культурин управçисем

Етĕрне тăрăхĕнчи халăха кĕвĕ тĕнчине кĕртсе авалхи йăла-йĕркепе паллаштаракансем. Иккĕшĕ те Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вĕсемех ваттисен каларăшĕсене мала кăларса çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас тесе тăрăшаççĕ. Сăмах - Лапракассинче пурăнакан Левпа Наталья Ивановсем пирки. 2021-мĕш çулта мăшăр «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тивĕçнĕ. Кăрлачăн 23-мĕшĕнче Мускаври «Раççей» куравра çунма пуçланă çемье вучахĕн çулăмне Хусантан Чăваш Ене илсе çитерекенсем те — вĕсем. Чăваш наци культурин управçисем, Лев Алексеевичпа Наталья Геннадьевна, паян студи хăнисем.
Back to Top