Земство тухтр программпа Муркаш больницине вырнан амрк врача тешсем те, пациентсем те хи
Чӑваш Енре 2012-мӗш ҫулта вӑй илнӗ “Земство тухтӑрӗ“ программа ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗрет. Муркаш тӑрӑхӗнчи больница, сӑмахран, ҫак хушӑра 46 специалиста ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтернӗ. Паянхи кун унта 22 ҫамрӑк тухтӑр халӑха сиплет. 5 ҫулпа танлашакан килӗшӳ вӑхӑчӗ вӗҫленсен те чылайӑшӗ ӗҫрен кайма васкаманни савӑнтарать муркашсене. 11-шӗ опыт пухма пулӑшнӑ учреждениех юлас тенӗ. Вӗсенчен пӗри - ятарлӑ программӑпа ял тухтӑрӗ пулса тӑнӑ Александр Григорьев травматолог-ортопед та.