Тван кил шши тата тути
Камӑн ывӑлӗ, хӑшӗн мӑшӑрӗ, теприн вӗренекенӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем хушшинче кашнинех ҫывӑх ҫынни, тӑванӗ, пӗлӗшӗ пур. Ҫакӑ ҫапӑҫу хирӗнчи салтаксене пулӑшас текенсене пӗрлешме хистет. Канаш тӑрӑхӗнче, сӑмахран, ятарлӑ ушкӑн йӗркеленнӗ. Унти волонтер, хирӗҫтӑрӑва хутшӑнакан ҫамрӑкӑн амӑшӗ Лариса Минаева хӑй ӗҫлекен Энтрияль шкулӗнче ыркӑмӑллӑх ӗҫне пуҫарнӑ.