Авиаципе космонавтика кунĕ

Паян Авиаципе космонавтика кунĕ. 1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Юрий Гагарин «Восток» уçлăх карапĕпе пĕрремĕш хут çĕр чăмăрĕ тавра çаврăннă. Çулталăкран вара чăваш каччи Андриян Николаев та тĕнче уçлăхне парăнтарнă. Çак тата ытти космонавт паттăрлăхне асра тытса кашни çул ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче республикăра тĕрлĕ мероприяти иртет. Паян та йышлă пулчĕç вĕсем. Уяв космонавтсен палăкĕсем умне чечек çыххисем хунинчен пуçланчĕ.
Back to Top