🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Çитес çул республикăри 6 библиотекăна çĕнетсе улăштарма палăртаççĕ. Çакăн валли Чăваш Ене «Культура» наци проекчĕпе федераци бюджетĕнчен 35 миллион тенкĕ уйăрса парĕç. Модельлĕ библиотекăсем уçни вулавăшсен ĕçне çĕнĕ шая çĕклеме май парать. Çынсем унта кĕнеке вулама кăна мар, пĕр-пĕринпе хутшăнма, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме килме пултарĕç.
Комсомольски районĕн тĕп вулавăшĕ этнобиблиотека пулса тăрĕ. Кунта тĕрлĕ халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетессипе, вĕсен культурине сыхласа хăварассипе тимлĕрех ĕçлеме тĕллевлеççĕ. Шупашкарти Леонид Агаков ячĕллĕ библиотекăра пултарулăх лабораторийĕ уçма, çамрăксен лапамне йеркелеме палăртаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Николай Носов ячĕллĕ вулавăша коммуникаци центрĕ туса хурĕç. Патăрьел районĕнчи ача-пăча библиотеки пĕчĕккисем валли вĕренÿ тата социокультура центрĕ пулса тăрĕ. Муркаш районĕнчи Андриян Николаев ячĕллĕ ача-пăча библиотекинче вара ачасен ăс-хакăлне аталантарассипе тимлĕç. Шупашкар районĕнчи Пархикассинчи вулавăшра ял çамрăкĕсем валли информаципе консультаци центрĕ йĕркелĕç
1 view
98
26
4 weeks ago 00:04:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] «Пĕрле вĕрсен хапха та уçăлать...»
4 weeks ago 00:01:53 1
[Национальное телевидение Чувашии] Педагогика коледжĕнче - Пĕлÿ кунĕ
4 weeks ago 00:01:24 1
[Национальное телевидение Чувашии] Вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх ертӳлĕх