[Национальное телевидение Чувашии] Кăвак çулăм савăнтарать
🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
XXI-мĕш ĕмĕрте пурăнатпăр пулин те аталану кашни тĕлех çитеймен-ха. Çапах та пĕчĕккĕн пурте пурнăçпа тан пыма тăрăшаççĕ. Хальччен кăмака хутса пурăннă, хĕллене валли вутă хатĕрлекенсем килĕсене кăвак çулăм çитнишĕн савăнаççĕ. Муркаш тăрăхĕнчи Çĕнĕ Хресчен ялĕнче пурăнакансем ăна 30 çул кĕтнĕ. Дина Николаева патне мăнукĕсем час-часах килсе çӳреççĕ. Вĕсене кинемей яланах кукăльпе сăйлать. Халĕ тутлă апат-çимĕç пĕçересси – чăрмав мар. Кĕçех кĕрхи каникул та çитет – асламăшĕ шăпăрлансене кĕтет.
ДИНА НИКОЛАЕВА: «Газ кĕртиччен эпир вутăпа кăмака хутнă. Халь каникула килсен кăмака çине хăпармаççĕ ĕнтĕ. Кăмака çинче ăшăнатчĕç мăнуксем. Халь мана мăнуксене пăхма çăмăл пулать. Пурнăç çăмăлланчĕ». Пĕр ĕмĕр каялла никĕсленнĕ ялта 24 кил. Хальльĕхе 4 хуçалăхра газ пур. Ыттисем те кăвак çулăмлă пулма пултараççĕ. 4 çухрăма яхăн газ пăрăхĕсене ял тăрăшшĕпех вырнаçтарнă.
АЛЕКСАНДР ИВАНОВ: «Вăтăр çул каялла ĕнтĕ вĕсем котельный хатĕрлесе хунă газ килет тесе. Анчах та тĕрлĕ сăлтавсене пула газ паянхи кунччен те ку ялта пулман. Кашни кил кил-çурт таранах газ пăрăхĕсене хурса тухнă. Ытти ĕçĕсене пурăнакансен хăйсен туса çитермелле». Газ пулсассăн – килте ăшă, ирлĕ-каçлă кăмака хутасси пирки шутламалла мар, кирек хăш вăхăтра та апат пĕçерме пулать. Хĕл каçма вутă çитет-ши? Сивĕ пулмасть-ши тесе те пăшăрханмалла мар.
МАЙА НИКОЛАЕВА: «Çак савăнăçлă саманта тахçанах кĕтнĕ. Паян, чăнах та, питĕ саванăçлă кун. Кетнĕ кун. Паян çак килте газ çунать. Питĕ хавас. Пирĕн тата электрический отоплени 1993-мĕш çултанпа, унпа та усă курнă. Унпа хаклă, паллах. Халь кăштах йӳнĕ пуласса шанатпăр. Малалла çăмăлрах пулать тесе шутлатпăр, килте газ çунать. Тата пурăнас килет». Текуса Николева та пурнăç тăршшĕпех ялта пурăнать. Çывăх вăхăтра хăйĕн юбилейне паллă тума хатĕрленет. Хăнасене ăшă килте кĕтсе илме май пурришĕн хĕпĕртет.
ТЕКУСА НИКОЛАЕВА: «Питĕ савăнатăп эпĕ çакăншăн. Ман чун хĕпĕртет газ пулнăшăн. Питĕ кулянаттăмăрччĕ. Вуттине те илмелле. Кăмака çине хăпаратăн, анатăн. Çамрăк мар, хăпарса анма ата йывăртарах пулса каять». Текуса Алексеевăн хĕрĕ те ватă амăшĕ çăмăллăхра пурăнма пуçланишĕн савăнать. Тивĕçлĕ канăва тухсан хăй те кунта килме шутлать.
ЮЛИЯ НИКОЛАЕВА: «Килте ăшă, кăмака хутас çук, батарейсем ăшă тăраççĕ. Лайăх ĕнтĕ. Ватă çынсене анчах мар, çамрăксене те». Тăван килте хăтлă, кăмăллă, ăшă. Çывăх çынсемпе пурнăçа шăкăл-шăкăл калаçса ирттерме нумаях та кирлĕ мар. Чи пĕлтерĕшли – кашнийĕн сăн-пичĕ çинче йăл-кулăпа савăнăç. Эппин, патшалăх тăрăшни куçкĕретех.
1 view
30
6
1 month ago 00:04:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] «Пĕрле вĕрсен хапха та уçăлать...»
1 month ago 00:01:53 1
[Национальное телевидение Чувашии] Педагогика коледжĕнче - Пĕлÿ кунĕ
1 month ago 00:01:24 1
[Национальное телевидение Чувашии] Вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх ертӳлĕх