[Национальное телевидение Чувашии] Чăваш тĕррипе паллашрĕç
🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Чăваш тĕрриллĕ капăр тум-тир туса кăларать, хатĕрсене ытти çĕршыва ăсатать, ют çĕрте пурăнакан çынна та тăван халăх ăшшипе киленме май туса парать. Кăçал «Паха тĕрĕ» пĕрлешӳ никĕсленнĕренпе 100 çул çитрĕ. Пĕр ĕмĕр ăнăçлă ĕçлекен фабрика хăнасене уява пухрĕ.
Ал тутри-и вăл е капăр тум – кашни ĕçре илемлĕ те сумлă, несĕлсем пирĕн пата илсе çитерме пултарнă чăваш тĕрри палăрать. Вĕсенче – халăхăн кун-çулĕ, асапĕ те телейĕ. Шăпах «Паха тĕрĕ» пĕрлешӳ ĕмĕр хушши çак пуянлăха упраса пынă, пырать те. Уявра тум-тир ăстисен чи капăр ĕçĕсен куравне йĕркелерĕç. 50-60-мĕш çулта çĕленĕ япала- и е XXI-мĕш ĕмĕрте – вăл хăйĕн илемĕпе тыткăнлать. Фабрикăн кун-çулĕ 1923-мĕш çулта Альгеш поселокĕнче пуçланнă. Шăпах унта тĕрлĕ пусма, хатĕр-хĕтĕр туса кăларакан пĕрлешӳ уçаççĕ. 1929-мĕш çулта тин «Паха тĕрĕ» ят параççĕ ăна. Çул хыççăн çул иртет. XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ал ăстисем тĕрĕ эрешĕсене ятарлă пусма çине тĕрленĕ, хальхи пек эскизсем туман. 1932-мĕш çул тĕлне кунта 150 çын вăй хурать, тавара Европăна ăсатма тытăнаççĕ. Вăрçă çулĕсене те чăтса ирттерет, саланса кайма пуçласан та çĕнĕрен вăй илсе чечекленет. Паянхи куна вара вăл Раççейре чăваш тум-тирне, кашни кун тăхăнмалли чăваш эрешĕллĕ япаласене пысăк калăпăшпа туса кăларакан пĕртен пĕр фабрика. Асăннă уявра хăйĕн ĕçлĕ ушкăнĕнпе Индонези Республикин Раççейри посолĕ Жозе Тавареш та пулчĕ.
1 view
61
10
1 month ago 00:04:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] «Пĕрле вĕрсен хапха та уçăлать...»
1 month ago 00:01:53 1
[Национальное телевидение Чувашии] Педагогика коледжĕнче - Пĕлÿ кунĕ
1 month ago 00:01:24 1
[Национальное телевидение Чувашии] Вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх ертӳлĕх