Тин е вырнаакансене те, хал тршакансене те тимлх уйр

Ертӳҫӗсене предприятире кадр ыйтӑвӗ ҫивӗч пулни хумхантарать. Ҫавӑнпа та ҫӗнӗ специалистсене явӑҫтарас, халӗ ӗҫлекенсене хавхалантарс тӗллевпе транспорт управленинче ятарлӑ программа йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн 3 пулӑшу майӗ пӑхса хунӑ. Пӗрремӗш - “Юлташа ертсе кил“ акци. Предприятире тӑрӑшакан ӗҫе тепӗр ҫынна явӑҫтарсан 10 пин тенкӗ премие тивӗҫет. Ҫакна та палӑртмалла, укҫана ҫӗнӗ водитель пӗрлешӳре 3 уйӑх ӗҫленӗ хыҫҫӑн кӑна параҫҫӗ. Александр Сидоров, сӑмахран, ку ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма ӗлкӗрнӗ те. Ҫавӑн пекех пӗрремӗш ача ҫуралсан е ун хыҫҫӑнхисемшӗн кунта ӗҫлекенсене 50 пин тенкӗ тӳлӗҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш ҫӑмӑллӑх - вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗ тӗлне 18 ҫул тултарман кашни ачашӑн ашшӗ-амӑшӗ 5-шер пин тенкӗ илет. Чӑваш транспорт управленийӗ специалистсем валли тивӗҫлӗ майсем йӗркелеме тӑрӑшать. Пулӑшу программи кадр ыйтӑвне татса панипе пӗрлех, предприятин пӗтӗмӗшле аталанӑвне те ырӑ витӗм кӳрӗ, теҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр ҫӑмӑллӑх кӗртме палӑртаҫҫӗ. Ҫитес ҫултан ипотекӑпа ҫыхӑннӑ тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма пуҫласшӑн. Чӑваш транспорт управленийӗнче водительсен шалӑвне те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Иртнӗ уйӑх кӑтартӑвӗпе вӑтам ӗҫ укҫи 81 пин тенке ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне кунта професси алла илме пулӑшаҫҫӗ. Вӗреннӗ вӑхӑтра стипенди тӳлеҫҫӗ, камӑн пурӑнмалли кӗтес ҫук - общежитипе тивӗҫтереҫҫӗ. Транспорт паркне те ҫӗнӗтсех тӑраҫҫӗ. Кӑҫал пурӗ 153 троллейбус туянмалла. Вӗсенчен ҫуррийӗ килнӗ те ӗнтӗ.
Back to Top