Çывăр, Аптраман тавраш! (Чувашская колыбельная)

( - Чувашское молодежное сообщество) Сăпка юрри (Петĕр Хусанкай | Сăвă | 1948) Сĕм вăрманĕ каш та каш, Сулхăн çилĕ ваш та ваш, Эс ан çуйăх, ан çухраш, Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш! Урупа ан тапкалаш, Аллупа ан çапкалаш, Аннӳпе эс ан тавлаш, Çывăр, Аптраман тавраш! Ашă çумăр чаш та чаш, Ӳс, калчам, çĕклен эс яш, Çӳлерен çӳле кармаш. Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш! Юлташпа эс пул юлташ, Усалпа эс ан паллаш. Тăшманпа ан пул йăваш, Çывăр, Аптраман тавраш! Вырăспа та тăванлаш, Тутарпа та эс туслаш, Пурте — пирĕн
Back to Top