К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 106-мĕш сезонĕнче çĕнĕлĕх кĕртрĕ. Асамлă вырăнăн пĕчĕк залĕнче куракансем юратнă артистсемпе куçа-куçăн тĕл пулса хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем параççĕ, сцена ăстипе тĕплĕнрех паллашаççĕ. Хальхинче театра çӳрекенсемпе кам тĕл пулчĕ-ши? Хуравĕ – черетлĕ сюжетра. Юратнă апат мĕнли? Хăш спорт тĕсне ытларах кăмăллатăр? Унччен калăпланă рольсен сăмахĕсем манăçмаççĕ-и? Çак тата ытти ыйту кăсăклантарчĕ Владимир Семеновăн кураканне.
Чăваш академи драма театрĕнче 1972-мĕш çултанпа вăй хуракан артист вĕсем çине тулли кăмăлпа хуравларĕ. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш АССР-ĕн халăх артисчĕ Владимир Семенов Шупашкар тăрахĕнчи Çĕньял ялĕнче кун-çути курнă. Ленинградри патшалăх музыкӑпа кинематографи театрӗн институтне пĕтернĕ. Халăх вара ăна ытларах «Нарспи» спектакльти Сетнер сăнарне чаплă калăплакан пек пĕлет. «Кай, кай Иванари» Хĕветĕр, «Кушкарти» Валька, «Çĕрпе хĕр» спектакльти Маркка сăнарĕ тата ытти те. Кашнинчех вăл хăйне евĕрлĕ, ĕненмелле вылянă та, вылять те. Ачаранах артист пулма ĕмĕтленнĕскер, зала пухăннисене спектакльсенчи монологĕсене вуласа пачĕ, хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Владимир Валентинович ачаранах сценăпа туслă. «Ун чухне кулиса хыçĕнче тăнă чух чаршав уçăлнине пăлханса кĕтеттĕм. Халĕ те нимĕн те улшăнман», – пĕлтерет Чăваш АССР-ĕн халăх артисчĕ. Çамрăклах хастар пулнăскер паян кун та ларса-тăма пĕлмест. Тăрăшать, ĕçлет, халăха савăнтарать. 74 çулти артист куракана тахçанах тыткăнланă ĕнтĕ. Паян кун вăл «Ялта», «Эс ман чунра», «Шуйттан чури», «Эп сӳннĕ чух – эс ҫун!», «Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн», «Чунăм, Лиза-Акулина», «Мăнаккасем» спектакльсенче тĕрлĕ сăнара калăплать.
9 views
333
96
2 years ago 01:02:41 11
Театр танцев и музыкальный театр.
2 years ago 00:02:13 20
Школьный театр
11 years ago 00:05:59 423
Театр теней
6 years ago 00:59:35 15
Театр “Лицедеи“
4 years ago 00:13:55 41
Кукольный театр
5 years ago 00:37:06 361
«Знакомство с театром». Драматический театр
6 years ago 01:25:35 259
Проект “Театр и Музыка“ - “Русский Музыкальный Театр“
4 years ago 00:03:24 39
Речевой театр и шумовой театр. Развитие речи у ребенка.
4 years ago 00:14:33 17
Театр кукол
9 years ago 00:05:41 5.7K
Интерактивный театр будущего
5 years ago 00:56:34 52
III. Музыкальный театр
4 years ago 00:12:15 40
Театр старшая группа
3 years ago 00:16:12 13
Пальчиковый театр «Репка»
5 years ago 00:04:39 24
Театр пластики «Вдохновение» - Театр зажигает сердца