Республикăри муниципалитетсенче Акатуй иртрĕ. Йĕпреç тăрăхĕнче те ĕç, юрă, спорт уявне паллă турĕç. Ăна Раççейре педагог тата наставник, Чăваш Енре телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă. Йĕпреçри культурăпа кану паркĕ пысăк уява йышăнчĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Ака-суха ĕçĕнче палăрнă ĕçченсене тĕп сцена çинче чысларĕç.
РЕГИНА КУБАЙКИНА: «Йĕпреç тăрăхĕнче кăçалхипе 74-мĕш хут Акатуй уявĕ иртет. Ку çирĕпленнĕ йăла. Кăçал ăна çĕнелнĕ культурăпа кану паркĕнче ирттереççĕ. Куратăр ĕнтĕ, кашни ял тăрăхĕ хăй йăли-йĕркипе, пуянлăхĕпе тĕлĕнтерме тăрăшать».
Купăс, парап