🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Республикăра «Раççей юррисем» фестиваль-марафон малалла пырать. Надежда Бабкина пуçарăвĕпе йĕркеленĕ ансамбль регионăн тĕрлĕ кĕтесне çитсе чаплă концертсем йĕркелет. Юрă-кĕвĕ тĕнчин авăрне лекме, паллă артистсемпе пĕр сцена çинче юрлама ĕнер Çĕрпӳ халăхĕ тивĕçрĕ. Пин-пин çын асĕнче юлнă уявра Юлия Адюкова та савăнчĕ. Раççей халăх артистне – Надежда Бабкинăна – чăваш чунлă маттур ачасем чечек çыххипе кĕтсе илчĕç. Паллă хăнапа куçа-куçăн тĕл пулни вĕсен асĕнче çеç мар, Çĕрпӳ районĕн историйĕнче те ĕмĕрлехех çырăнса юлĕ. Культура çурчĕн çывăхĕнчи лапамра ура пусма та вырăн çук. Хăшĕ-пĕри кунта концерт умĕн темиçе сехет маларах та килсе тăнă. ЛЮДМИЛА ГЕРАСИМОВА: «Надежда Бабкинăна эпир телевизорпа çеç курнă. Халĕ вара эпир чăваш çĕрĕ çинче куратпăр. Унпа эпир чун-чĕререн мухтанатпăр, çакăнта килнишĕн савăнатпăр. Пĕр сцена çинче юрлама хумхантарать те, çавăн пекех пире пăшăрхантарть те темле, пирĕн унран юлас килмест, унпа пĕрле пирĕн те юрлас килет». Фестивале республикăн тĕрлĕ тăрăхĕнче ирттерме те ахальтен суйласа илмен. Шăпах пĕчĕк ял-хуласенче культура еткерлĕхне, халăхăн пуян йăли-йĕркине, фольклорне упраса, ламран-лама куçарса пыракансем пурăнаççĕ. Уявра вĕсем Надежда Бабкинăпа пĕр сцена çинче юрлама та тивĕçрĕç. ИРАИДА ФИЛИМОНОВА: «Эпир çĕр çывăрман ĕнер каçхине çакăнта килессишĕн, пирĕн çак ташша Надежда Бабкина хăй суйласа илнĕ. Эпир ăна Мускава ярса панă. Пире çакăнта чĕннĕшĕн тĕлĕнмелле савăк кăмăл. Ĕç те кирлĕ мар, нимĕнте кирлĕ мар, çакăнта килесшĕн. Чун-чĕререн савăнатпăр». Фестиваль-марафонăн тĕп тĕллевĕ – халăх историне упраса хăварасси. Уяв – куракансен асĕнче çеç ан юлтăр, вăл çамрăксене те илĕрттĕр, палăртать Надежда Бабкина. Чăнах та, йĕркелӳçĕсен шухăшĕсем пĕтĕмпех пурнăçа кĕреççĕ. Асли те, çамрăкки те концертра чунпа канать. АЛЕВТИНА ДМИТРИЕВА: «Тĕлĕнмелле хавас паянхи çакнашкал чаплă концертра пулма. Ку, чăнахах та, пуриншĕн те уяв. Хула халăхĕшĕн те, район халăхĕшĕн те. Паллах ĕнтĕ, ташласа та, юрласа та тăратпăр. Чăнах та, питĕ хавас, савăк кăмăл». Пултаруллă артистсемпе тĕл пулма, асăнмалăх сăн ӳкерттерме кашнийĕнех шанăç пур. Паян «Раççей юрри» ансамбль Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи халăха савăнтарать, çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче вăл Кӳкеçе, 18-мĕшĕнче Куславккана çитĕ. Юлия Адюкова, Николай Скворцов
1 view
21
10
3 weeks ago 00:00:49 1
[Национальное телевидение Чувашии] “Ночь музеев“
3 weeks ago 01:17:43 1
[Национальное телевидение Чувашии] Ырă кăмăлпа. Выпуск
3 weeks ago 00:17:07 1
[Национальное телевидение Чувашии] Республика на русском языке Вечерний выпуск
3 weeks ago 00:02:09 1
[Национальное телевидение Чувашии] Республика пуçлăхĕ çурт-йĕр ыйтăвне татса пама сĕнчĕ
3 weeks ago 00:01:47 1
[Национальное телевидение Чувашии] Оплатить проезд в общественном транспорте и школьное питание.
3 weeks ago 00:02:37 2
[Национальное телевидение Чувашии] В Чебоксарах определился победитель Кубка мира по женской вольной борьбе.
3 weeks ago 00:03:57 1
[Национальное телевидение Чувашии] В Казани завершает работу международный экономический форум «Россия — исламский мир»
3 weeks ago 00:04:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] «Пĕрле вĕрсен хапха та уçăлать...»
3 weeks ago 00:01:53 1
[Национальное телевидение Чувашии] Педагогика коледжĕнче - Пĕлÿ кунĕ
3 weeks ago 00:01:24 1
[Национальное телевидение Чувашии] Вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх ертӳлĕх