Национальное телевидение Чувашии пе тивтер

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Ака уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче Шупашкарти трактор тăвакансен керменĕнче ĕçпе тивĕçтерекен Раççейри ярмăркка иртĕ. Чăваш Енре ăна пĕрремĕш хут йĕркелеççĕ. Ярмăрккана республикăри 40 ытла предприяти хутшăнма кăмăл тунă. Тăватă пине яхăн пушă ĕç вырăнĕпе паллашма май пулĕ. Кун пирки Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемпе ирттерне пресс-конференцире каласа кăтартрĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен Раççейри ярмăркка тĕрлĕ тытăмри çынсене пĕрлештерĕ. Шыракансем тӳрех темиçе предприятипе паллашма пултарĕç. Ĕçе Чăваш Енре кăна мар республика тулашĕнче те тупма пулĕ. Ярмăрккана ĕçсĕр юлнисемпе пĕрлех пурнăçа улăштарас текенсем, шкул е аслă вĕренӳ заведени пĕтернисем те килееçĕ. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Çавăн пекех ятарлă лапамсене çитсе курма пулĕ. Тĕслĕхрен, «Манăн карьера» лапам вĕрентекенсене пулăшма пултарĕ. «Манăн услам» хăйсен ĕçне пуçаракансене çул кăтартĕ. Тата «Раççей ĕçĕ» лапамра Чăваш Республикин ĕçпе тивĕçтерекенсем хăйсем çинчен каласа кăтартма пултарĕç». Ярмарккăна аслă шкулсенчи экспертсене те чĕнĕç. Вĕсем шăпах вĕренекенсемпе студентсене пулăшĕç. Ĕçпе тивĕçтерекен Раççейри ярмăрккин иккĕмĕш тапхăрĕ çĕртме уйăхĕнче иртĕ. Ун тĕлне «Раççейри ĕç» порталта ятарлă хушăм пулĕ.
Back to Top