🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Пĕр çын сурать – типсе пырать, халăх сурать – кӳлĕ пулать теççĕ халăхра. Чăнах та, пĕрле кар тăрсан кăна пысăк ĕçсем пурнăçлама пулать. Шупашкар тăрăхĕнчи Тренкассинче пурте пур темелле – шкул, ача сачĕ, лавкка тата ытти те. Анчах чиркӳ пулман. Çакна шута илсе ялта пурăнакан Алексей Муллин чиркӳ тума шутланă. Унăн ырă пуçарăвне çывăх çыннисем те, ял-йыш та ырланă.
Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă тенĕ ĕлĕкех. Тренкасси ялĕнче Муллинсен çемйине кашниех пĕлет. Алексей кунта çуралнă, ӳснĕ, шкула çӳренĕ.
ЛЮБОВЬ ИЛЬИНА: «Эпĕ Алешăпа Сашăн ашшĕ-амăшне питĕ пысăк тав каласшăн. Ашшĕ-амăшĕ воспитать тунипе лайăх ачасем ӳснĕ çавăн пек çемьере. Пысăк тав çавăн пек ачасем ӳстернĕшĕн».
Турă çурчĕ çукки Тренкассинче пурăнакансене пăшăрхантарнă. Ял çыннисем инçе çула кĕскетсе Алькеш, Кӳкеç, Шемшер чиркĕвĕсене çӳренĕ. Халĕ вара тăван ялтах чуна йăпатмалли вырăн уçăлчĕ.
НИНА СУРНАЕВА: «Çакăн пек часовньăна тахçанах кĕтнĕ эпир. Пирĕн шкул директорĕ тахçанах калатчĕ пирĕн часовня тумалла тесе. Çав директорĕн ĕмĕтне Муллин çемйисем пурнăçларĕç».
ЛЮДМИЛА НИКИФОРОВА: «Эпĕ 85 çулта. Тренкассинче хамăр ялта часовня лартрĕç. Паянхи кун уçрĕç. Халăх нумай пулчĕ. Пите килĕшрĕ, питĕ лайăх. Килсе çӳреме, çурта çутма лайăх пире».
Часавайне Питĕрти Таса Ксения ячĕпе уçрĕç. Вăл çар çыннин арăмĕ пулнă. 26 çулта унăн упăшки пурнăçран уйрăлать. Унтанпа вăл качча тухмасть. Хăйĕн пурнăçне Турра халаллать.
ВАЛЕРИЙ КЛЕМЕНТЬЕВ: «Турă пире кашнинех хăйĕн çулне панă. Эпĕ яланах тăвансем умĕнче калатăп. Эпир халăх умĕнче пирĕн таса пархатарлă ĕçсем тумалла. Эсир те паян вăйлă халăх. Çак ялти, çак районти Чăваш Республикинчи Тренькасси ялĕнче паян çакăн пек часовня уçăлать. Питĕ вăйлă вăл. Эпир çамрăксене вĕрентес енĕпе те çак часовня кирлĕ. Яланах çапла вăйлă пулмалла пултăр. Чăнах та, эсир пултаруллă халăх. Эпĕ куратăп çак часовня питĕ таса».
Турă çуртне çĕклеме иртнĕ çулта кĕркунне пуçланă. Çур çул та иртмен часавай хута каять. Ку тренкассисемшĕн пысăк савăнăç. Сăваплă ĕçсене халĕ тăван ялтах тума пурнăçлать.
НИКОЛАЙ ДУНАЕВ: «Тĕне кĕртме те пулать. Купель илме пулать. Панехида тума пулать. Молебен тума пулать. Салтака тухса каякансене. Пачешка кунта Илья атте çывăхра. Çавăнпа отпевать та тума пулать. Таçта илсе çӳриччен. Часовня пысăк, вырăн çитет пурне те. Турă пулăшсан кунта эсир тăрăшсан ял-йыш пулăшсан пĕччен тăваймастăн».
АЛЕКСЕЙ МУЛЛИН: «Савватий Митрополит ирĕк пачĕ Алтарь тума. Алтарне тунă хыççăн кунта чăн-чăн чиркӳ пулать пирĕн. Питĕ хавхалантăм ĕнтĕ эпĕ паян ирхине кун чухлĕ çын нумаййине курсан. Çынсем пулчĕç нумай, аван. Питĕ илемлĕ, питĕ хаваслă».
Пархатарлă ĕçе ял-йыш та, тăванĕсем те, ĕçтешĕсем те хутшăннă. Часавай уçнипех ĕç вĕçленмен. Çулла кунта тавралăха илем кĕртмелле палăртаççĕ Муллинсем.
1 view
160
48
1 week ago 00:00:49 1
[Национальное телевидение Чувашии] “Ночь музеев“
1 week ago 01:17:43 1
[Национальное телевидение Чувашии] Ырă кăмăлпа. Выпуск
1 week ago 00:17:07 1
[Национальное телевидение Чувашии] Республика на русском языке Вечерний выпуск
1 week ago 00:02:09 1
[Национальное телевидение Чувашии] Республика пуçлăхĕ çурт-йĕр ыйтăвне татса пама сĕнчĕ
1 week ago 00:01:47 1
[Национальное телевидение Чувашии] Оплатить проезд в общественном транспорте и школьное питание.
1 week ago 00:02:37 2
[Национальное телевидение Чувашии] В Чебоксарах определился победитель Кубка мира по женской вольной борьбе.
1 week ago 00:03:57 1
[Национальное телевидение Чувашии] В Казани завершает работу международный экономический форум «Россия — исламский мир»
1 week ago 00:04:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] «Пĕрле вĕрсен хапха та уçăлать...»
1 week ago 00:01:53 1
[Национальное телевидение Чувашии] Педагогика коледжĕнче - Пĕлÿ кунĕ
1 week ago 00:01:24 1
[Национальное телевидение Чувашии] Вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх ертӳлĕх