Тăрăх аталанать

Етĕрне тăрăхĕнчи сĕтпе ĕçлекен пĕрлешӳ талăкра 450 тонна чĕр тавара тирпейлет. Кунта 80 тĕрлĕ сĕт юр-варĕ кăлараççĕ. Мускав, Санкт-Петербург, Чулхула – нумай хулара вĕсен таварне туянма пулать. «Ядринмолоко» пĕрлешĕвĕн продукцийĕ Раççейри чи лайăх 100 тавар йышне те кĕнĕ. Етĕрне тăрăхĕнче пулнă май, Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев ку пĕрлешӳ ĕç-хĕлĕпе те паллашрĕ. Кунта тăпăрча виçсе чĕркекен линие хута янă. Кăçал сĕтпе ĕçлекен пĕрлешӳ çĕнĕ оборудовани туяннă. Вăл талăкра 5 тонна тăпăрч чĕркеме май парать. Унсăр пуçне минутра 70 пачка услам çу хатĕрлет. Кăçал пĕрлешӳре çĕнетӳ ĕçĕсем пуçланнă. Çакна валли 25 миллион тенкĕ кайнă. Вырăнта кунпа çеç лăпланса ларасшăн мар. Сыр хатĕрлекен хатĕр туянмалла, ача-пăча апатне тата типĕ сĕт хатĕрлекен линие уçмалла – плансем пысăк. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕрлешӳ аталанма çулсерен укçа хывнине каларĕ. Предприяти аталанни кунта вăй хуракансене тивĕçле ĕç укçи илме май панине палăртрĕ ертӳçĕ. Олег Алексеевич Етĕрне тăрăхĕнчи лару-тăрупа та паллашрĕ. Ача-пăча лапамĕсене тивĕçлĕ пăхса тăмалла – çак ыйту малта тăмаллине каларĕ ертӳçĕ. Тарăхра 108 ача лапамĕ, вĕсенчен 101-шĕнче чăрмав çук. 7 лапамра вара вылямалли хатĕрсене юсамалла. Унта хальлĕхе ачасене кĕртмеççĕ. Халăх пуçарăвĕпе кунта 63 проекта пурнăслаççĕ. Ĕçсене пурнăçлама 61 миллион тенкĕ уйăрнă. Ку енпе Чăваш Енре хушма конкурс та йĕркеленĕ, унта валли етĕрнесем тата 72 ĕçпе кирлĕ хутсене тăратнă. Çулла çитсен пултăран ыйтăвĕ мала тухать. Наркăмăшлă ӳсентăран тăрăхра вăй илет. Унпа кĕрешме килĕшӳ тунă, хальлĕхе 71 гектар çинче ăна пĕтремелли ĕçсем йĕркеленĕ.
Back to Top