Вăрман хăрушсăрлăхĕ - шанчăклă алăра

Вăрман хăрушсăрлăхĕ – шанчăклă алăра. Вӑрманти пушара сӳнтерекенсен конкурсӗ ку хутĕнче Етĕрнере иртрĕ. Кӑҫалхипе вӑл тăххăрмĕш хут пулчĕ. Ăмăртăва 18 пушар ҫӑлавҫи хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Çĕнтерӳçĕне палăртма пирĕн ĕçтеш Мария Шагарова та çула тухрĕ. Чăваш Енри вăрмансенче пушар тухасран çăлавçăсем сыхă тăраççĕ. Çулсерен çак тытăмра вăй хуракансем хăйсен ăсталăхне тупăшура тĕрĕслеççĕ.Унта хутшăнакансем теори пӗлӗвне тĕрĕслеççĕ, вăхăт тăрăх тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçлаççĕ. АЛЕКСАНДР ЦЫГАНОВ: «Ку конкурс кирлĕ ĕнтĕ, мĕнле каламалла, вырăсла каласассăн хамăрăн профессионализма аталантарма. Вăрманта пушар пулсассăн ăна сӳнтерме мĕнрен пуçламаллине пĕлмелле пирĕн тата вăй-хал кирлĕ сӳнтерме». Сергей Судаков вăрман хуçалăхĕнче 30 çул ĕçлет, 15-мĕш çул ĕнтĕ ертӳçĕ тилхепине тытса пырать. Вӑрман пушарӗн сыхлавçин ĕçĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. 47 000 гектар пысăкаш лаптăкра ĕçлекенсем 2 теçетке ытларах. СЕРГЕЙ СУДАКОВ: «Кашни çул пулкалать, курăк чĕртсе яраççĕ. Вăхăт-вăхăтăн тухма тивет. Ку ăмăртусем пире кашнине хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме кирлĕ тата вĕсен вăй-халне кăтартма. Кунта пуçтарăнаççĕ республикăри лестничествăсенчи чи лайăх пĕлекен вăрман çыннисем. Конкурс питĕ лайăх иртрĕ тесе шутлатăп. Юлашки вăхăтра пире патшалăх пушар сыхлама çĕнĕ техникăсем парать. Хамăр лестничество территорийĕнче юлашки 10 çулта пушарсем пулман». «Вăрман пушарне чи лайăх сӳнтерекен» конкурсра иккĕмĕш вырăна «Йӗпреҫ вӑрманӗн» хуçалăхĕнче тăрăшакан Владимир Борисов йышӑнчĕ. Пӑрачкавран килнĕ Дмитрий Седойкин конкурса хутшӑнакан чи ҫамрӑк ĕçчен тата 3-мĕш вырана тивĕçекен пулса тăчĕ. Çĕмĕрле вăрман хуçалăхĕн ĕçченне Виталий Вдовина ҫитекенни пулмарĕ.
В начало