[Национальное телевидение Чувашии] Навруз пурне те пĕр кăшăла пухрĕ
🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Чăваш Енре мăсăльмансен тата тĕрĕк халăхĕсен чи пысăк уявне - Навруза паян паллă тăваççĕ. Хĕвел тухăç календарĕпе ку уяв çĕнĕ çул çитнине пĕлтерет. Çут тĕнче хĕл ыйхинчен вăраннă вăхăтра Навруза паллă тăвакан халăхсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса каçару ыйтаççĕ, туслă пурăнма тупа тăваççĕ. Чăваш Енре 100 ытла наци пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ наци-культура пĕрлĕхне йĕркеленĕ. Тĕрлĕ халăхăн ырă йăлисене пĕлни никама та пăсмасть, вĕсен лайăх енĕсене ăса хывни чуна пуянлатать. Кашни халăх тăван çĕршывĕнчен аякра пурăнать пулин те хăйĕн чĕлхине, йăли-йĕркине упрама, аталантарма тăрăшать. Уява килнисем те хăйĕн юрри-ташшипе тĕлĕнтерме тата йăлисемпе паллаштарма тăрăшрĕç. Тĕлĕнмелле музыка хатĕрĕсем мĕнле сас кăларнине илтме май пулчĕ кунта. «Навруз» сăмах перси чĕлхинчен «çĕнĕ кун» тесе куçать. Паян вара çак куна паллă туса тĕрлĕ халăхсем сĕтел тулли апат-çимĕç хатĕрленĕ тăванĕсене сăйланă. Уявра ытти регионти йăхташăмăрсем те килнĕ. Сăмахран, Чăваш Енре çуралнă халĕ Питĕрте пурăнакан Надежда Михайлова чăваш тумне тăхăннă пуканесен куравне хатĕрленĕ
1 view
0
0
9 hours ago 00:04:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] «Пĕрле вĕрсен хапха та уçăлать...»
9 hours ago 00:01:53 1
[Национальное телевидение Чувашии] Педагогика коледжĕнче - Пĕлÿ кунĕ
9 hours ago 00:01:24 1
[Национальное телевидение Чувашии] Вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх ертӳлĕх