[Национальное телевидение Чувашии] Дельфи вăййисенче ятарлă диплом илнĕ
🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен, унччен маларах Ф.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищинче ăс пухнă Данила Польков кăçал Красноярскра çамрăксен хушшинче иртнĕ 21-мĕш Дельфи вăййисене хутшăнса «Классика гитари» номинацире пултарулăхри пуçарушăн ятарлă диплом илме тивĕçнĕ.
Раççейре иртекен Дельфи вăййисене Олимпиада ăмăртăвĕпе танлаштарма пулать. Унта чи пултаруллă ăстасем хутшăнаççĕ. Спортсменсем тĕрлĕ спорт тĕсĕнче мала тухма ăнтăлаççĕ пулсан юрă-кĕвĕ тĕнчипе туслă музыкçăсем пултарулăхпа куракансене, тӳресене тĕлĕнтерме тĕллев лартнă. Кăçал Красноярскра иртнĕ ăмăртăва çĕршыври 79 регионтан 2700 ытла çын хутшăннă. Солистсем, ташăçăсем, фотографсем, дизайнерсем, кулинарсем, модельерсем – кам кăна пулман унта. Вĕсен йышĕнче Чăваш Енри Данила Польков та. Вăл шкулта вĕреннĕ чухне аккордеонпа туслашнă. Тĕрлĕ конкурссенче хутшăннă. Пĕлĕшĕсене асамлă кĕвĕ илемĕпе савăнтарнă. Унтан алла гитара тытсан унран нимĕнле те уйрăлайман. Екатерина Васильева, пултаруллă студента тăрăшулăхшăн, пĕр май çĕнĕлĕх патне туртăннăшăн питĕ хисеплет. Çамрăк виçĕ çулта çĕнĕ инструмента алла илме пултарнă-çке. Данила хăйĕн пĕлĕвне ыттисемпе пайлама та ӳркенмест, хаваспах ăсталăх класĕсем ирттерет. Пуласлăхра вăл музыкçă пулма ĕмĕтленет. Дельфи вăййисенче мала тухни уншăн пуçламăш утăм çеç.
1 view
0
0
1 month ago 00:04:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] «Пĕрле вĕрсен хапха та уçăлать...»
1 month ago 00:01:53 1
[Национальное телевидение Чувашии] Педагогика коледжĕнче - Пĕлÿ кунĕ
1 month ago 00:01:24 1
[Национальное телевидение Чувашии] Вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх ертӳлĕх