[Национальное телевидение Чувашии] Типĕ курăк çунать
🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Икĕ кунра кăна республикăра çӳп-çап тата типĕ курăк çунма пуçланине 8 хутчен шута илнĕ. Икĕ тĕслĕхре вара уйра тата пахчара çунма пуçласа çулăм хуçалăхсем çине те «сиксе ӳкнĕ». Лару-тăру çивĕчленет. Çавна май çакна Правительство çуртĕнче иртекен ларура тĕп ыйтусене хускатиччен сӳтсе яврĕç.
Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕрпӳ тăрăхĕнче пурăнакансем пушартан шар курнă. Мамликасси çывăхĕнчи «Унга-2» сад пĕрлешĕвĕнче тӳрех 5 дача çурчĕ çĕрпе танлашнă, 1 гектар çинче типĕ курăк çуннă. Çак кунах Красноармейски тăрăхĕнчи Янмурçин ялне инкек çитнĕ. Типĕ курăк çунма пуçласа вут мунча енне те «аллине тăснă». Çуркунне пуçланнăранпа Чăваш Енре ку енпе 28 пушар шута илнĕ. 91 гектар çинче тип курăк çуннă. Халăха асăрхаттарас тĕллевпе синкерлĕ лару-тару патшалăх комитечĕн ĕçченĕсем час-час çула тухаççĕ. Иртнĕ эрнере çеç типĕ курăк çунтарнипе Муркаш районĕнче 2 çынна, Çĕнĕ Шупашкарта пĕр çынна явап тыттарнă. Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса республикăра пушар хăрушлăхĕн йĕрки вăя кĕрет. Çав кунтан пуçласа асăннă йышăнăва пăрахăçа кăлариччен кăвайт чĕртме, тĕтĕмлесе тĕрлĕ апат хатĕрлеме, вăрманта е ун çывăхĕнче, ял-хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем патĕнче çӳп-çап тата типĕ курăк çунтарма юрамасть. Йĕркене пăссан енчĕке çӳхетме тивет.
АЛЕКСАНДР СТЕПАНОВ: «Мусорсене, типĕ курăксене çунтарнăшăн, костерсем чĕртнĕшĕн, Чăвăш Республикин законĕпе предупреждать тума, е штраф хума пулать граждансем çине 2 000 пусласа 3 000 таран».
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципаллă округсен ертӳçисене тимлĕрех пулмаллине, ял халăхне йĕркепе паллаштармаллине каларĕ.
1 view
0
0
1 month ago 00:04:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] «Пĕрле вĕрсен хапха та уçăлать...»
1 month ago 00:01:53 1
[Национальное телевидение Чувашии] Педагогика коледжĕнче - Пĕлÿ кунĕ
1 month ago 00:01:24 1
[Национальное телевидение Чувашии] Вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх ертӳлĕх