[Национальное телевидение Чувашии] Ĕç укçине ӳстересси — малта
🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Шалăва ӳстермелле – çакна мала кăларать те республика ертӳлĕхĕ. Уйăхсерен паракан чи пĕчĕк ĕç укçи Чăваш Енре ӳссе пырать. Малтанхи уйăхпа танлаштарсан, кăçал кăрлач уйăхĕнче республика ку енпе Атăлçире 1-мĕш вырăн, Раççейре вара 2-мĕш вырăн йышăннă. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев профсоюзăн тĕрлĕ тытăмри ертӳçисемпе тĕл пулнă чухне каларĕ. Вăй хунăшăн тивĕçлĕ шалу памалла. Çапла пулмалла та. Чăваш Енре предприяти-организацисенче ĕç укçине вăхăтлă паччăр, «конвертпа» ан пултăр, ĕç вырăнĕ хатĕрлес тесе самай тăрăшаççĕ. Ĕç укçине хăпартассипе те тимлеççĕ. 2020-мĕш çултан ку енпе республика 14-мĕш вырăнтан 11-мĕшне çитнĕ. Чăвашстат кăтартăвĕсемпе 2019-мĕш çулта уйăхсерен паракан чи пĕчĕк ĕç укçи 29 пинпе танлашнă пулсан, кăçал – 42 000 тенкĕ. Атăлçири регионсемпе тишкерсен Чăваш Ен малтисен йышĕнче. Паллах, кунта профсоюз ĕçченĕсен витĕмĕ те пур. Республика ертӳçи Олег Николаев вĕсен «сăрă ĕç укçипе» тата та ытларах кĕрешмеллине каларĕ. Пĕчĕк предприятисенче профсоюз юхăмĕ çукпа пĕрех пулнăшăн пăшăрханнине палăртрĕ. Çав вăхăтрах шапах çак тытăмрисем нумай ыйтăва татса пама пулăшнине каларĕ вăл. Акă, шыравпа çăлав служби ĕçченĕсене уйăхсерен паракан хавхалантару укçи пĕчĕкки пăшăрхантарать. 40 çул тултарнă, ĕç стажĕ 15 çул пуррисем 3 000 тенкĕ тĕрев укçи илеççĕ, ана 10 çул ĕнтĕ индексацилемен. Олег Алексеевич ку ыйтăва куçран вĕçертменнине, кĕçех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвне улшăнусем кĕртессине палăртрĕ. Профсоюз ĕçченĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулашас ыйтăва та куçран вĕçертмеççĕ. ВЕРА ГАЛКИНА: «Эпир хамăр, пирĕн пĕтĕм çыхăну ĕçченĕсем яланах кашни уйăхра паратпăр, пирĕн мониторинг иртет, ăçта укçапа пулăшатпăр, ăçта япаласемпе, медикаментпа. Пулăшу яланах пырать çак СВО пуçланнăранпа, мĕнле пултарнă таран пулăшатпăр». Ĕçлекен çынна хавхалантармалла, пулăшса пымалла. Çакна мала кăларса тăрăшаççĕ те профсоюз пайташĕсем. Хальлĕхе ку енпе пĕрлешӳсенче 1132 коллективлă килĕшӳ тунă.
2 views
0
0
4 weeks ago 00:04:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] «Пĕрле вĕрсен хапха та уçăлать...»
4 weeks ago 00:01:53 1
[Национальное телевидение Чувашии] Педагогика коледжĕнче - Пĕлÿ кунĕ
4 weeks ago 00:01:24 1
[Национальное телевидение Чувашии] Вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх ертӳлĕх