Хаксем ӳсни тĕрĕс е халăхра сарăлнă сăмах?

Лавккасенче хаксем ӳсни тĕрĕс е халăхра сарăлнă сăмах? Раççее хирĕç санкцисем кĕртни çынсене те, тавар калăпласа кăларакансене те хăратаççĕ. Малашне мĕн пуласси паллă мар, çавăнпа çынсем 90-мĕш çулсене аса илеççĕ. Пĕрисем перекетленĕ укçапа тĕрлĕ техника илеççĕ, теприсем хваттер туянаççĕ. Кун пек лару-тăрура мĕн тумалла? Çынсем пустуях пăлханаççĕ е çук? Малалла – тĕплĕнрех. Лавккасенче яланхиллех лăпкă. Пысăк черет çук, сентресем те тулли. Анчах пĕр килограмм лимон хакĕ 80 тенкĕрен 110 тенке çитнĕ. Пахча-çимĕçпе улма-çырла хакĕсем самаях ӳснĕ. Хулара пурăнакансем çакна мĕнле йышăнаççĕ-ши? – Хаклă. Пан улми хакланнă, выльăх апачĕ.
Back to Top