Куравра — 9 пĕрлешӳ

Мускавра тěнче шайěнчи «Продэкспо» курав ĕçлет. Кăçалхипе вăл 29-мĕш хут иртет. Хăш-пĕр пĕрлешӳсем ятарласа çак форум валли çĕнĕлĕх хатĕрлеççĕ. Сăмах май, хальхинче те кураври апат-çимĕçĕн 14 проценчĕ çĕнни пулчĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пыракан ушкăн та Мускавра, вĕсемпе пĕрле манăн ĕçтешсем Татьяна Молокова тата Юрий Марков. Кăçалхи курава Бразилири, Сербири, Италири, Шри-Ланкăри тата нумай çĕршыври предприятисем хутшăнаççĕ. Чăваш Енрен хутшăнакан 9 пĕрлешӳ аш-какайран хатĕрленĕ апат, сĕт-çу, пылак çимĕç, шерпетпе эрех-сăра тата ыттине те сĕнет. Конкурссем, çавра сĕтелсем, семинарсем – курав пуян иртмелле
Back to Top