«Кăвак çулăма» пула инкек тухнă

Кашни япаланах икĕ енĕ пур. Ырăлăх парнелекен «кăвак çулăм» та унпа асăрханмасăр усă курсан инкек патне илсе çитерме пултарать. Çак кунсенче Шупашкарта 3 çын шар курнă. Вĕсем газ сĕрĕмĕпе наркăмăшланнин сăлтавĕ хваттерте сывлăша турттаракан хатĕр пулманнипе çыхăннă. Синкерлĕ лару-тăрăва пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те тĕпчерĕ. Патрис Лумумба урамĕнче вырнаçнă çуртра кĕтмен инкек тухни тÿрех вун-вун çынна «ура çине тăратнă». Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче пĕр хĕрарăм 2 хĕрĕпе газ сĕрĕмĕпе наркăмăшланнине пĕлсен çемье пуçлăхĕ кÿршĕ хваттертре пурăнакан Надежда Братикинăна чĕннĕ. Шăнкăрав парсан хĕрарăм тÿрех пĕрремĕш пулăшу пама ва
Back to Top