🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Нумай хутлă çуртри хваттерсене ăшăпа вăхăтра тивĕçтерессине çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем туллин пурнăçланă тесен те йăнăш мар. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăра ку ĕçе 99 процент вĕçленĕ. Кун пирки Чăваш Енри строительствăпа архитектура тата коммуналлă хуçалăх министрĕ Михаил Коледа эрнесерен иртекен ларура пĕлтерчĕ.
Республикăри нумай хваттерлĕ çуртсене 100 процент ăшăпа тивĕçтернĕ. Пĕтĕмĕшле 4014 çакнашкал кил-çуртра тата 2292 социаллă пĕлтерĕшлĕ объектра ăшă янă. Анчах хăш-пĕр муниципалитетсенче кăлтăксем сиксе тухнă. Улатăрти 3 вырăнта, Комсомольскинчи 5 объектра, Етĕрнери 2 тĕлте тата Шупашкарти тĕплĕ юсав пыракан 2 шкулта хальллĕхе тĕрлĕ сăлтава пула ăшă паман. Коммуналлă хуçалăха аталантаракан фонд пулăшнипе Çĕмĕрлере тата Куславккара ăшă тата вĕри шыв пăрăхĕсене улăштарас ĕç хĕрӳ пыни пирки эпир пĕлтернĕччĕ ха. Ҫӗмӗрлери нумай хваттерлĕ 142 çуртра ăшă ярас ĕçе туллин пурнăçланă. Ăшă шывпа çыхăннă ыйту та сахал мар кунта пурăнакансен. Паянхи куна вĕри шывпа 77 процент кăна тивĕçтернĕ-ха. Котельнăйсенче ку енпе ыйту çук, ăшши те, вĕри шывĕ те çителĕклĕ. Çĕмĕрлери икĕ урамра пурăнакансене вара çакнашкал шыв çукки канăçсăрлантарать. Пĕр урамра 67 процент таран çак ĕçе пурнăçланă, тепринче тытăнман та. Çивĕч ыйтăва юпа уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне çак енĕпе ĕçлекенсем уçăмлатма шантарчĕç. Куславккара пурăнакансен кил-çурчĕсенче те ăшă. Ку тăрăхра вырнаçнă 7 кил-çуртпа çыхăннă кăлтăка çывăх вăхăтра татса пама шантараççĕ ĕçченсем.
1 view
31
15
1 month ago 00:00:49 1
[Национальное телевидение Чувашии] “Ночь музеев“
1 month ago 01:17:43 1
[Национальное телевидение Чувашии] Ырă кăмăлпа. Выпуск
1 month ago 00:17:07 1
[Национальное телевидение Чувашии] Республика на русском языке Вечерний выпуск
1 month ago 00:02:09 1
[Национальное телевидение Чувашии] Республика пуçлăхĕ çурт-йĕр ыйтăвне татса пама сĕнчĕ
1 month ago 00:01:47 1
[Национальное телевидение Чувашии] Оплатить проезд в общественном транспорте и школьное питание.
1 month ago 00:02:37 2
[Национальное телевидение Чувашии] В Чебоксарах определился победитель Кубка мира по женской вольной борьбе.
1 month ago 00:03:57 1
[Национальное телевидение Чувашии] В Казани завершает работу международный экономический форум «Россия — исламский мир»
1 month ago 00:04:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] «Пĕрле вĕрсен хапха та уçăлать...»
1 month ago 00:01:53 1
[Национальное телевидение Чувашии] Педагогика коледжĕнче - Пĕлÿ кунĕ
1 month ago 00:01:24 1
[Национальное телевидение Чувашии] Вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх ертӳлĕх