[Национальное телевидение Чувашии] Кĕр! Кĕрлерĕ тутар çĕрĕ çинче Уяв
🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Сиктĕрме ялĕ ытти чух ĕҫпе кĕрлесе тăнă пулсан, хальхинче – юрă-ташăпа. Тутарстанри Элкел районӗнче – Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ ялта – пӗтӗм чӑвашсен Уявӗ иртрӗ. Ку вырăнта халăх иккĕмĕш хут уява пуçтарăнать. Кама тăрăхĕнчи чăвашсем Уяв тесе çуллахи Микула кунĕнчен пуçласа Питравччен вăйă картине пухăннине калаççĕ. Кăçал Уяв çав тери анлă иртрĕ – кунта тÿрех темиçе лапамра шăв-шав тăчĕ. Тĕрлĕ тăрахран килнĕ фольклор ушкăнĕсем, ушкăнсем парада хутшăнчĕç. Уява савăнăçлă лару-тăрура сумлă хăнасем уçрĕç.
ГЕННАДИЙ ФЕДОРОВ: «Уяв пирĕн республикăра иртет 20-мĕш çул, кашни 20 çулне те эпир хутшăннă. Пирĕн коллектив хутшăннă. Кашни çулах коллектив çамрăкланса пырать, çамрăксем хутшăнаççĕ пирĕн коллектива. Питĕ тарават, питĕ илемлĕ, питĕ пысăк шайра иртет кун пек уяв».
Ырӑ йӑлапа, ҫулсерен Уявра чи илемлӗ пикесем пухӑнаҫҫӗ, пултарулăхпа ӑсталӑх конкурсне хутшӑнаҫҫӗ. Чӑвашла ҫепӗҫ те кӑмӑллӑ калаҫнине, чӑваш апат – ҫимӗҫне пӗҫерме пӗлнине, юрра-ташша ӑста пулнине кăтартса параҫҫӗ. Кӑҫал конкурса ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ: хӗрсен асламӑшӗ-кукамӑшӗсен арчисенче упраннӑ авалхи кӗпесене, капӑрлӑхĕсене кӑларса конкурсра вӗсен илемне кӑтартса пама тиврӗ. – Çак конкурса хутшăнма мана клубри ертӳçĕсем сĕнчĕç. Эпĕ хаваспах килĕшрĕм. Эпĕ хамăр хĕрсемпе юрă юрласа патăм. «Уяв пики» конкурса кӑҫал 11 хӗр хутшӑнчĕ. Çĕнтерÿçĕ – Çарăмсан районĕнчен килнĕ Анна Иванова пулчĕ.
ЕЛЕНА ЕМЕЛЬЯНОВА: «Питĕ кăмăллă, питĕ савăнăçлă. Пĕтем чуна парса юрларăм, ман чун вĕресе тăрать. Ман савăнас килет. Эпĕ хамăн асанне тăхăнакан чăваш кĕпине илсе килтĕм, умçаккине, тутăрне. Çавăнпа та çавăн пирки каласа парас килет». Кӑҫал пӗрремӗш хут Уяв шайӗнче Ҫамрӑксен фестивалӗ те иртрӗ. Хастар ҫамрӑксем «Аталан» пӗрлешӗвӗн гимнне те ҫырнӑ. Ӑна вӗсем Гала-концертра юрларӗҫ.
ЭЛТИЯР АЛЕКСАНДРОВ: «Кунта ĕнтĕ Тутарстанри, Пенза тăрăхĕнчи, Чăваш Республикинчи пултарулăх ушкăнĕсем килсе çитрĕç. Вĕсем – çамрăксем. Вĕсен теп тĕллевĕ – хăйсен пултарулахне кăтартасси. Юрларĕç, ташларĕç тата ытти те. Тутартсан Республикинчи чăваш çамрăкĕсен «Аталан» юхăмĕ 7 çул ытла ĕçлесе тăрать. Шăпах та çак «Аталан» ушкăн ку фестивалĕ йеркелерĕ. Вĕсем питĕ тăрăшуллă, питĕ нумай вăхăт ĕçлеççĕ».
ТАИСИЯ ПИМЕНОВА: «Пире питĕ килĕшрĕ, питĕ кăсăклă. Квестсем ирттерчĕç, чăваш йăлисене кăтартрĕç, мастер классем пулчĕç. Экскурсисем пулчĕç». Чи пултаруллӑ вӑйӑҫӑсене Уяври “Янра, хут купӑс!“ конкурс пухрӗ. Кунта ҫулсерен тӗрлӗ тӑрӑхран халӑх фольклор ушкăнӗсем пухӑнаҫҫӗ.
ВЛАДИМИР ПАВЛОВ: «Çак фестиваль питĕ кирлĕ тесшĕн, мĕншĕн тесен Раççейĕпе мĕнле регионта пирĕ чăвашсем пур – çакăнта пĕтĕм чăваша паян пуçтарнă. Çак фестиваль чăвашсене пĕрлештерсе тăрать». Сиктӗрмери Уява Иван Яковлевич Яковлев аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫитрӗ, туслӑхра, юратупа пурӑнакан чӑвашсене Уявпа саламласа ырӑ кун-ҫул пиллерӗ, тӑван чӗлхене тата культурăна упрама пехил пачӗ. Ҫулсерен Уявра чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн урамне йӗркелеҫҫӗ. Кăçал Иван Яковлев çуралнаранпа 175 çул çитнине халалласа Литература фестивалӗ иртрĕ. Хальхинче те халӑх йышлӑ пухӑнчĕ.
1 view
1
0
1 month ago 00:04:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] «Пĕрле вĕрсен хапха та уçăлать...»
1 month ago 00:01:53 1
[Национальное телевидение Чувашии] Педагогика коледжĕнче - Пĕлÿ кунĕ
1 month ago 00:01:24 1
[Национальное телевидение Чувашии] Вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх ертӳлĕх