Национальное телевидение Чувашии Перекет банк усламсене пулшать
🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Услам ĕçне йĕркелесе пыракансен аталанăвĕнчен пирĕн пурнăç пахалăхĕпе шайĕ еплерех пуласси те килет. Анчах, юлашки вăхăтра тĕрлĕ йывăрлăха пула бизнеса çирĕп тытса пыма çăмăлах мар. Предпринимательсене экономикăри çĕнĕлĕхсемпе, инвестицисем тупмалли çăлкуçсемпе паллаштарас тĕллевпе Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ Çĕрпӳ тăрăхĕнче ятарлă сесси ирттерчĕ.
Инвестци сессийĕ тунсăхлă лекци е урок евĕр мар, дискусси формачĕпе иртет. Унта хутшăнакан кашни çынах хăйĕн ыйтăвне уçăмлатма е услам тытăмĕнчи йывăрлăхĕсемпе çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пама пултарать. Тĕлпулăва Перекет банкĕн ĕçченĕсем йĕркеленни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Шăпах вĕсем информаци улшăнăвĕсене тишкерсе тăрса услам ертсе пыракансене хăйсен ĕçĕнче çӳлелле çĕкленме, малалла утăмсем тума пулăшаççĕ.
ЛИЛИЯ БАРМАКОВА: «Бизнес аталантарма, тытса пыма, уçă проектсене пурнăçлама тата инноваци утăмĕсене ĕçе кĕртсе онлайн-сервис аталантарма «Сбер» пĕтĕм вăйне хурать. Вăл кирлĕ вăхăтра пулăшу пама пултарать. Паянхи инвестици-сесси Çĕрпӳ районĕнчи предприяти-хуçалăхсенче бизнес аталантармашкăн чи кирлĕ дискусси площадка пула тăрĕ».
Кăçал Перекет банкĕ инновациллĕ меслетсем пуçарнипе те палăрнă. Вăл бизнес тытăмне укçа-тенкĕ тĕревĕ кӳнипе пĕр танах ăна ăнăçлă тытса пымалли йĕрке – гайд – та хатĕрленĕ. Çак сервис суту-илӳ ĕçĕ, транспорт, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата ытти тытăм валли бизнес моделĕсем йĕркелеме пулăшать. Юлашки 2 уйăхра çеç инновациллĕ меслетпе усă курма Чăваш Енри 131 компани çыхăннă. Сессире перекет лизингĕ çинчен те сăмах пычĕ. Çак çăмăллăх налук тӳлеме те, хаклă тавар, хатĕр-хĕтĕр туяннă чухне те пулăшнине палăртаççĕ усламçăсем. Çакнашкал сессисен усси пысăк. Вĕсене çитес çул ытти муницпалитетра та йĕркелеме палăртаççĕ.
1 view
11
3
1 month ago 00:00:49 1
[Национальное телевидение Чувашии] “Ночь музеев“
1 month ago 01:17:43 1
[Национальное телевидение Чувашии] Ырă кăмăлпа. Выпуск
1 month ago 00:17:07 1
[Национальное телевидение Чувашии] Республика на русском языке Вечерний выпуск
1 month ago 00:02:09 1
[Национальное телевидение Чувашии] Республика пуçлăхĕ çурт-йĕр ыйтăвне татса пама сĕнчĕ
1 month ago 00:01:47 1
[Национальное телевидение Чувашии] Оплатить проезд в общественном транспорте и школьное питание.
1 month ago 00:02:37 2
[Национальное телевидение Чувашии] В Чебоксарах определился победитель Кубка мира по женской вольной борьбе.
1 month ago 00:03:57 1
[Национальное телевидение Чувашии] В Казани завершает работу международный экономический форум «Россия — исламский мир»
1 month ago 00:04:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] «Пĕрле вĕрсен хапха та уçăлать...»
1 month ago 00:01:53 1
[Национальное телевидение Чувашии] Педагогика коледжĕнче - Пĕлÿ кунĕ
1 month ago 00:01:24 1
[Национальное телевидение Чувашии] Вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх ертӳлĕх