🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Чăваш наци телерадиокомпанийĕнче хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленчĕ. Ку массăллă информаци хатĕрĕсен йышĕнче никĕсленнĕ пĕрремĕш пĕрлĕх. Ырă пуçарупа Чăваш Республикин хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи Наталья Николаева тухрĕ. «Пĕрле ĕçлесен тĕрлĕ проекта пурнăçлăпăр», – палăртрĕ вăл.
Чăваш наци телередакомпанийĕнче çĕр ытла çын вăй хурать. Вĕсенчен 52-ĕшĕ çут çанталăкăн черчен пайĕ. Вĕсем сюжетсем çыраççĕ, кăларăмсем хатĕрлеççĕ, съемкăсене тухса çӳреççе, радиокăларăмсем йĕркелеççĕ.
ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Массăллă информаци хатĕрĕсенче хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленни паян пĕрремĕш. Вăл пирĕн наци телерадиокомпани çумĕнче йĕркеленчĕ. Малашне эпир хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленĕ проектсене тата та анлăрах çутатса пама, вĕсем пирки каласа пама тăрăшăпăр. Эпĕ хам та хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленĕ проектсене тăрăшсах хутшăнатăп. Иртнĕ çул «Эпĕ – хĕрарăм» конкурса хутшăнтăм. Ку конкурс хамăн пултарулăх пирки тĕплĕнрех каласа пама, çутатса пама пулăшрĕ. Эпĕ хама урăх енчен курма пултартăм».
Чăваш Ен хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ республика пурнăçĕнче те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Сăмахран, ятарлă çар операцине хутшăнакансене тĕрев парать. Шкул ачисемпе вĕсем тĕл пулусем йĕркелеççĕ, паттăрлăх урокĕсем ирттереççĕ.
АЛИНА ФЕДОРОВА: «Пирĕн телерадикомпани хăй мĕнле тӳпе хывма пултарать-ха хĕрарăмсене союзĕн ĕçне. Кунта телевидени, радио пысăк вăй пулнăнар ĕнтĕ хĕрарăмсен çинчен кăларăмсем, тен, пирĕн тусан лайăх витĕм пулмалла. Ача-пăча çинчен, ача-пăчана патриотла воспитани, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен, кăмăл-сипет тĕлĕшенчен тĕрĕс воспитани парасси хĕрарăмсен союзĕн тивĕçĕ кăна мар вĕт. Вăл пирĕн тивĕç те. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçленĕ май эпир çавна питĕ лайăх туятпăр. Çакăн пек проектсем пĕрле туса пырсассăнв вăл тата та хаклăрах пулĕ тесе шутлатăп».
Пĕрлĕхре вăй теççĕ халăхра. «Пĕр чăмăра пухăнсан тĕрлĕ проекта пурнăçлама та, кирек мĕнле йывăрлăха çĕнтерме те пулать. Çак тĕллевпе ĕçлĕпĕр те», – пĕлтереççĕ Чăваш наци телередакомпанийĕн хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем.
1 view
5
0
1 month ago 00:04:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] «Пĕрле вĕрсен хапха та уçăлать...»
1 month ago 00:01:53 1
[Национальное телевидение Чувашии] Педагогика коледжĕнче - Пĕлÿ кунĕ
1 month ago 00:01:24 1
[Национальное телевидение Чувашии] Вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх ертӳлĕх