Çĕнĕ хатĕр – çĕнĕ майсем

Наци проекчĕсен пархатарĕ кулленхи пурнăçра та палăрать. Калăпăр, вăл пулăшнипе сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ çĕнĕ хатĕрсемпе пуянланать. Сфигмометр – çак оборудование пирĕн республикăна пĕрремĕш хут илсе килнĕ. Малашне унпа усă курса чĕре чирĕсене анлăрах тишкерме пулать. Мускавран килнĕ специалист Шупашкарти кардиологи диспансерĕнчи тухтăрсене унпа усă курма вĕрентрĕ.
Back to Top