🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Ваççа пиччен çарĕсем. Сывлăш-десант çарĕсене халăхра хисеплесе çапла чĕнеççĕ. Василий Маргелов вĕсене 25 çул ертсе пынă. Шăпах çак тапхăрта çак çарсем йĕркеленнĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Вăл кĕртнĕ меслетсемпе халĕ те усă кураççĕ, йăла-йĕркесене пăхăнса, упраса пыраççĕ. Совет Союзĕн Геройне Василий Маргелова халалласа Шупашкарти «Çĕнтерӳ» паркĕнче палăк уçрĕç. Вăл пирĕншĕн атте пулнă. Сывлăш десант çарĕнче хĕсмет тăнисем Василий Маргелова сума суса çапла чĕннĕ. Чăнах та, Василий Филиппович кашни салтака тăван ачи вырăннех хурса йышăннă. Пурнăçра ăна курни пысăк телей шутланнă. Александр Самакин шăпах телейлисен шутне кĕрет. АЛЕКСАНДР САМАКИН: «Сакăр вун пĕрремĕш çулта Маргелов Василий Филиипович пынăччĕ пирĕн дивизине. Ун чухне вăл 70 иртнĕ, 72 пулнă. Василий Филипповича эпĕ тĕл пулнă. Çак алла тытнă эпир унпа. Çавăнпа палăкне уçни питĕ йĕркеллĕ япала». Василий Маргелов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Днепр юханшыв урлă каçнăшăн, Херсон хулине тăшмансенчен хăтарнăшăн ăна Совет Союзĕн паттăрĕ ятпа чысланă. Палăка уçма халăх йышлă пухăнчĕ. Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Палăк уçни Раççейĕн çар мухтавне сыхласа хăварассипе пĕлтерĕшлĕ утăм тунине каларĕ вăл. СЕРГЕЙ КИРИЛЛОВ: «Сывлăш-десант çарĕсем çамрăксене, пире, шкул пĕтернĕ ачасене пурнăçа, чăтăмлăха, çынпа пурăнма, çынна хисеплеме вĕрентет. Десант çарĕсем халăха хӳтĕлеме те, ĕçлеме те, вăрçма-çапăçма кăна мар, пурнăçра мĕн кирлĕ япаласене – пĕтĕмпех вĕрентет». СЕРГЕЙ ФИЛИППОВ: «Хăвна шанни, хăюлăх питĕ пулăшать. Пирĕн вăхăтра ларса тухнă çынсем нумайрахчĕ. Вăй, тавçăрулăх, хăрамастăнччĕ». Василий Маргелов паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ, хăйĕн ĕçне чунтан юратнине пухăннисем те палăртрĕç. Раççей салтакĕсем çĕршыв ырлăхĕшĕн яланах тивĕçлипе вăй хунă. Сумлă çынсен паттăрлăхне эпир яланах асра тытса пурăнăпăр тата мăнаçланăпăр. Алексей Зотиков, Георгий Кривошеин
1 view
3
0
1 month ago 00:00:49 1
[Национальное телевидение Чувашии] “Ночь музеев“
1 month ago 01:17:43 1
[Национальное телевидение Чувашии] Ырă кăмăлпа. Выпуск
1 month ago 00:17:07 1
[Национальное телевидение Чувашии] Республика на русском языке Вечерний выпуск
1 month ago 00:02:09 1
[Национальное телевидение Чувашии] Республика пуçлăхĕ çурт-йĕр ыйтăвне татса пама сĕнчĕ
1 month ago 00:01:47 1
[Национальное телевидение Чувашии] Оплатить проезд в общественном транспорте и школьное питание.
1 month ago 00:02:37 2
[Национальное телевидение Чувашии] В Чебоксарах определился победитель Кубка мира по женской вольной борьбе.
1 month ago 00:03:57 1
[Национальное телевидение Чувашии] В Казани завершает работу международный экономический форум «Россия — исламский мир»
1 month ago 00:04:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] «Пĕрле вĕрсен хапха та уçăлать...»
1 month ago 00:01:53 1
[Национальное телевидение Чувашии] Педагогика коледжĕнче - Пĕлÿ кунĕ
1 month ago 00:01:24 1
[Национальное телевидение Чувашии] Вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх ертӳлĕх