[Национальное телевидение Чувашии] Юсав ĕçĕсем кăлтăксăр иртмелле

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Нумай хутлă çуртсенче тĕп юсав ĕçĕсене ирттерес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕлтĕр те чылай çурта çĕнетме, унта пурăнакансен пурнăç шайне лайăхлатма май килнĕ. Нумай хутлă хваттерсенче пурăнакансем юсав ирттермелли укçа-тенкĕне пĕрлехи фонда хывма тата ятарлă счет çине хăйсен ирĕкĕпе пухса пыма пултараççĕ. Анчах та кун пек чухне тĕрлĕ кăлтăклă лару-тару сиксе тухма пултарать. Ку тата ытти ыйтăва Правительство çуртĕнче иртекен ларура тимлĕх уйăрчĕç. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем ятарлă счет çинче укçа-тенкĕне пухас тесен, çакăншăн яваплăха чылай чухне çурт-йĕре пăхса тăракан пĕрлешӳ яваплăх илет. Хальхи вăхăтра республикăра 85 çурт хăйсен ятарлă «енчĕкне» шăпах та çурт йĕре пăхса тăракан пĕрлешӳне шанса панă. Анчах та чылай чухне тĕплĕ юсав ĕçĕсене пурнăçлассипе йĕркене пăснă тĕслĕхсем палăртма пулать. Кун пек чухне, паллах, çуртсенче пурăнакансем шар кураççĕ. Кунта укçа-тенкĕне тĕллевсĕр усă курни, е çителĕклĕ уксă-тенкĕ пухса çитерейменни, е палăртнă ĕçсене теĕрлĕ сăлтавсене пула пурнăçа кĕртейменнине палăртмалла. Çапла майпа тĕп хулари Марков урамĕнчи 1-мĕш корпуслă 8-мĕш çуртра тĕплĕ юсав ирттермелли укçа-тенкĕне тĕллевсĕр те усăсăр усă курнине палăртмалла. Çурта 2013-мĕш çулта çеç хута янă, апла пулин те кунта кĕрсе тухмалли алăк таврашĕсене тата анмалли картлашкасене улăштарма чылай укçа-тенкĕ тăкакланă. Илем хыççăн çеç хăвалани çурт-йĕре тирпее кĕртме пухăннă укçана аванах пĕтернĕ тесе палăртрĕç ларура. Тепĕр кăлтăклă самант – чылай чухне ятарлă счет çинче нухрат пухакансем юсав тапхăрĕ çитсен хăйсен вăйне шанмасăр каялла тĕп фонда куçни. Енчен те çапларах çуртсем фонда таврăнсан вĕсене юсаса çĕнетес вăхăт калăпăшĕ те ӳсет. Çакна май фондăн çак çурта вăхăтра юсама çĕнĕ майсем шырама тата хушма укçа хывма тивет
Back to Top