[Национальное телевидение Чувашии] Шăнкăрав янăрать-ши?

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Урамра утă уйăхĕ. Часах çуллахи каникулсем те вĕçленеççĕ. Ачасен парта хушшине ларма та вăхăт çитет. Шупашкарти 23-мĕш тата 38-мĕш шкулсенче вара халĕ те тĕплĕ юсав пырать. Подрядичик ĕçсене хăçан вĕçлеççĕ-ха? Ку ыйтăва уçăмлатма Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Дмитрий Захаров, Министрсен Кабинечĕн ертӳçин çумĕ Павел Данилов тата прокуратура ĕçченĕсем асăннă объектсене çитсе курчĕç. Пĕр чăрмав та çук. Проектпе смета хучĕсем тĕрĕс, тĕрĕслев тухас çук, укçи те çителĕклĕ. Анчах та «Глобалстрой» пĕрлешĕве ĕçсене вĕçлеме тем чăрмантарать. Юсава малтан пуш уйăхĕн 30-мĕшĕччен вĕçлемелел пулнă. Кайран утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен. Çапах та подрядчик çав-çавах ĕлкĕреймест, васкамасть. Халĕ унăн сăмахĕсемпе ĕçсен 96 процентне пурнăçланă. Вак-тĕвек ĕçем юлнă-мĕн. Икĕ эрнере вĕсене вĕçлеме шантарать подрядчик. Шупашкарти 38-мĕш шкулта вара лару-тăру начартарах. Кунта каллех çав «Глобалстрой» пĕрлешӳ. Подрядчик ĕçсен 80 процентне пурнăçланине шантарать. Анчах та объектра чылай пӳлĕме юсама та пуçламан иккен. Кунне кунта нумаййи те вунă çын ĕçлет. Ку хăвăртлăхпа ĕçлесен шкул пĕлӳ кунне хатĕр пулмасси куç кĕрет. Çакна шута илсе эрне вĕçĕччĕн подрядчика тимлеççĕ. Ун хыççăн пĕрлĕхлĕ саккас тытăмĕ йышăну тăвĕ. Мĕнле йышăну пулсан та вăхăт хăвăрт шăвать.
Back to Top