Национальное телевидение Чувашии нтерве туптан

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Чăваш Ене 28 предприяти эвакуациленĕ. Вĕсенчен çуррине Шупашкарта вырнаçтарнă. Кĕске вăхăтрах куçса килнĕ заводсенче вăрçă хатĕрсем кăларма пуçлаççĕ. Ку йыша Шупашкарти электроаппарат завочĕ те кĕрет. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Манăн тавра вăрçă çулĕсенчи станоксем. 80 çул иртнĕ пулин те вĕсемпе халĕ те усă кураççĕ. Çирĕплетмелли хатĕрсем кăлараççĕ. Завод ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, вĕсем паян та шанчăклă, пĕр кăлтăксăрах ĕçлеççĕ». Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çак станоксем умĕнче 14-15 çулхи çамрăксем ĕçленĕ. Вĕсен шутне Теччĕ хулинче çуралнă, халĕ Шупашкарта пурăнакан Вера Попова та кĕрет. 1943 çулта 5-мĕш класс хĕр ачи электроаппарат заводĕнче ĕçлеме пуçлать. Ирхи сакăр сехетре ĕçе килет. Унтан ĕçлекен çамрăксен шкулне пĕлӳ илме чупнă. Иккĕмĕш кунах ăна токарь станокне шанса панă. Аслиссем те çумрах пулнă. ВЕРА ПОПОВА: «Вăл мана токарь станĕ патне илсе кайрĕ. Йывăç ещĕк лартрĕ. Унта тăма хушрĕ. Алла хыпкăч тыттарчĕ. Тулккана алăпа тытса пăра çинелле яр. Эпĕ станпа çапла ĕçлеттĕм. Ещĕк çине хăпараймастăмччĕ. Аттен кирза аттисем йывăрччĕ, ăна хывса çара уран тăраттăмччĕ. Кунĕпе çапла ĕçлеттĕмччĕ». Вера Петровăна аслисем вĕрентнине калать. Вĕсем тимленипе ĕç ăсталăхĕ ӳснĕ. Ултшар сехет вăй хумалла чухне яланах 8-шар, 10-шар сехет ĕçленĕ. Аслисем çамрăксене пурнăçа вĕрентнĕ. Вера Петровна халĕ те вĕсене ырă сăмахпа аса илет. Вĕрентекенсене тав тăвакансен йышĕнче Зоя Халапсина та. 18 çултах вăл завода килнĕ. Ĕçлеме ăна Наум Стотланд вĕрентнĕ. Зоя Ивановнăн пурнăçĕнче вăл пысăк вырăн йышăнать. ЗОЯ ХАЛАПСИНА: «Эпĕ ун чухне кладовщик пулса ĕçлеттĕм. Шалу пĕчĕккипе ĕçе улăштарма шутларăм. Кун пирки Наум Абрамовича каларăм. Вăл вара ертӳлĕх патне кайса ман шалăва 10 тенкĕ ӳстерме ыйтнă». Наум Абрамович электроаппарат заводĕнче металлурги цехĕн ертӳçи пулнă. Фронтра йывăр суранланнă хыççăн ăна кунта ĕçлеме янă. Эвакогоспитальте сипленнĕ чухне вăл хăйĕн пулас мăшăрĕпе Ева Либопа тĕл пулать. Ева Ефимовна тăрăшнипе вăрçă хыççăн заводăн больници çĕкленет. МАЙЯ КОЗЛОВА: «Вăл çын мĕнпе чирленине пăхсах пĕлетчĕ. Мĕнле сыватмаллине калатчĕ. Атте те, анне те çыннна пулăшма тăрăшатчĕç. Вĕсем маншăн пысăк тĕслĕх». Шупашкарти электроаппарат завочĕ Харьков хулинчен эвакуациленĕ цехсенчен çĕкленнĕ. 1941 çултах предприяти вăрçă хатĕрĕсем кăларма пуçлать. 1944 çулта завода Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав орденĕпе чыслаççĕ. 2021 çулта Шупашкар «Ĕç мухтавĕн хули» ята тивĕçрĕ. Кунта Шупашкарти электроаппарат завочĕн тӳпи те пысăк. Предприятинче вăрçă çулĕсенчи ĕçленĕ паттăрсен ячĕсене асра хăварас ĕç туллин пырать. Эппин, вĕсем ĕмĕрех халăх асĕнче пулĕç
Back to Top