Встреча с учениками Байгуловской СОШ

Паян Куславкка тӑрӑхӗнчи Аслӑ Куснар шкулӗнче хӑнара пултӑм. ⠀ Ку шкул ҫӗнӗ, 2020-мӗш ҫулта уҫнӑ. ⠀ Шкул пуҫлӑхӗ тата вӗрентекенсемпе вӗренекенсем хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ, чӑн-чӑн уяв туса пачӗҫ. ⠀ Ачасем чӑвашла калаҫнине, юрланине савӑнса итлерӗм. Тӑван чӗлхен пуянлӑхӗ, пӗлтерӗшӗ ҫинчен сӑмах ҫавӑртӑм, видео ӳкересси тата блог ертсе пырасси ҫинчен те каласа патӑм. ⠀ Малашне те чӑваш чунлӑ пулма, тӑван чӗлхепе калаҫса пурӑнма, тӑван халӑхӑн пуянлӑхне упраса ӑна малалла аталантарма ӑнӑҫу сунса хӑвартӑм!
Back to Top