Тван члхеср ын - тымарср йыв. Человек без Родного языка - дерево без корней.

Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн этноцентрӗнче Виктор Чугаров ӳкернӗ “Чӑваш чӗлхи“ фильма студентсемпе пӗрле сӳтсе яврӗҫ. Ҫак хӑйне евӗр ӗҫе Чӑваш журналисчӗсен Николай Никольский ячӗллӗ премине илме тӑратнӑ. “Чӑваш чӗлхи“ фильм сехет ҫурӑ майлӑ пырать. Мӗн хистенӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Виктор Чугарова ӑна ӳкерме? - ҫак ыйту тухса тӑрать чи малтан ун ҫӗнӗ ӗҫӗпе паллашсанах. “Ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине вӗренес килсе кайни“ тесен - вӑл ӑна килте ларса та алла илме пултарать. Виктор ҫак хӑйшӗн ҫеҫ мар пӗлтерӗшлӗ пуҫарӑва ытти нумай ҫамрӑка явӑҫтарать. Хамӑр патра кӑна та мар, ют ҫӗршывра пурӑнакан йӑхташӑмӑрсене те. “Эпӗ Шупашкарти шкулта вӗреннӗ чухне чӑваш чӗлхи урокӗсенче “5“ паллӑсем илнӗ, анчах калаҫма хӑнӑхайман, мана чӑваш чӗлхи сана кирлӗ пулмасть“ тесе улталарӗҫ иккен“, - тет Чугаров. Пилӗк ҫул каялла, Германире пурӑннӑ чухне, ҫак кадрсене ӳкерет те ӑнланса илет: тӑван чӗлхесӗр ҫын тымарсӑр йывӑҫ пекех, ҫавӑнпа хамӑрӑн авалхи пуян чӗлхене ӑслӑ ҫамрӑксем ҫӗр чӑмӑрӗн кирек хӑш кӗтесӗнче пурӑнсан та вӗренеҫҫӗ, тӗпчеҫҫӗ. Виктор хӑйӗн фильмне ачасене кӑтартма тӗллев тытнӑ. Нумай ял-хулари шкула ҫитсе тӗлпулу йӗркеленӗ вӑл. Хӑйӗн тӗслӗхӗпе ыттисене тӑван чӗлхене пӗлмеллине ӗнентерекен режиссёра кун пек чухне ыйтусем те пама май пур. Чӗрӗ курнӑҫу, пурнӑҫри ӑнланман самантсене пӗрле сӳтсе явни хальччен кун пирки пачах шухӑша кайманнисене те ыйхӑран вӑратать. Кӗҫӗннисене кӑна мар, аслӑ ӳсӗмрисене те. “Пӗрремӗш кадрсене ӳкерме пуҫланӑ вӑхӑтра ҫумӑр ҫӑватчӗ, камера пускӑчне пусрӑм кӑна - хӗвел тухрӗ“ тет режиссёр. Ку - ырӑ паллӑ. Хӗвел ҫулӗпе утмалла пултӑрччӗ унӑн. Марина Карягина, Виктор Чугаров
Back to Top