Çывăр, Аптраман тавраш (Чувашская колыбельная)

Çывăр, Аптраман тавраш (Чувашская колыбельная песня). Чăваш сăпка юрри. Текст колыбельной: Сĕм вăрманĕ каш та каш, Сулхăн çилĕ ваш та ваш, Эс ан çуйăх, ан çухраш, Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш! Урупа ан тапкалаш, Аллупа ан çапкалаш, Аннӳпе эс ан тавлаш, Çывăр, Аптраман тавраш! Ашă çумăр чаш та чаш, Ӳс, калчам, çĕклен эс яш, Çӳлерен çӳле кармаш. Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш! Юлташпа эс пул юлташ, Усалпа эс ан паллаш. Тăшманпа ан пул йăваш, Çывăр, Аптраман тавраш! Вырăспа та тăванлаш, Тутарпа та эс туслаш, Пурте — пирĕн х
Back to Top