Ĕмĕтри кадет корпусĕ

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланиччен икĕ эрне ытларах кăна юлчĕ. Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне туса çитермелли чи пысăк ĕçсенчен пĕри - Совет Союзĕн Геройĕ Александр Кочетов ячĕллĕ кадет шкулне хатĕрлесси. Вĕçлемелли ĕçсем чылай-ха унта. Анчах ăна хăпартакансем палăртнă тĕле пĕтĕмпех пурнăçа кĕртме шантараççĕ. Тунипе-тумаллине республика Пуçлăхĕпе пĕрле пулас кадетсен ашшĕ-амăшĕ те вырăна çитсе тĕпчерĕ. Кун пирки малалла Татьяна Раевская корреспондент каласа парать. - Instagram - Youtube
Back to Top