Михаил Игнатьев уйăх каялла Чăваш Ен наци радиовĕпе Тăван радио эфирĕнче тӳрĕ лини ирттернĕччĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйăх каялла Чăваш Ен наци радиовĕпе Тăван радио эфирĕнче тӳрĕ лини ирттернĕччĕ. Çынсене пăшăрхантарнă чылай ыйтăва сӳтсе явнăччĕ ун чухне, нумайăшне татса пама та май килчĕ. Республикăра пурăнакансемпе Михаил Игнатьев хальхинче Чăваш Ен наци телевиденийĕ урлă çыхăнĕ. Тӳрĕ эфир кĕçнерникун, чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче 13 сехетре пуçланать. Ыйтусене маларах 56-51-00 номерпе пĕлтермелле.
Back to Top