Василий Алентей çуралнăранпа 100 çул çитет

Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш халăх çыравçи Василий Алентей çуралнăранпа 100 çул çитет. Унăн çавра çулне халалласа Шупашкарти Константин Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче асăну каçĕ иртрĕ. Çыравçăн кун-çулĕнчи самантсене аса илме, илемлĕ хайлавĕсене тишкерме Алентей тăванĕсемпе пĕрле литературăна кăмăллакансем пухăнчĕç.
Back to Top