Шупашкарти Сад микрорайонта пурăнакансене чăрмавсем «çулăхма» чарăнмаççĕ. Халăх çине тăнипе транспорт ыйтăвне татса пачĕç-ха. Шкулпа садик ыйтăвĕ паян кун та çивĕч тăрать. Урамсенче тата ку уйăхран каçхине хунар çутисем ялкăшма чарăнчĕç. Ĕнер кунта пурăнакансем шăнкăравланă хыççăн Дементьев урамĕнче пурăнакансемшĕн шыв ыйтăвĕ çивĕчленнине пĕлтĕмĕр.
НТРК ЧР